Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр çырлине тĕрĕс суйлар

Çĕр çырлине тĕрĕс суйлар

Çĕр çырли ушкăнпа пиçнĕ тата туяннă чухне ăна мĕнле суйламалли пирки ыйту нумай. Куçа илĕртекен çырлана чылай чухне сывлăхшăн усăллă тесе те калаймăн.

Улма-çырлана, уйрăмах çĕр çырлине суйланă чухне унăн тĕсне тата ăна мĕнле условире упранине тимлĕ сăнамалла. Енчен те ăна хуртсем çиме пуçланă е тата урăх япала сиен кÿнĕ пулсан туянма тăхтаса тăмалла.

Сутăнакан вырăнта çак паллăсем пулсан çырла туянас умĕн шутласа илме тивет:

— сутăнакан продукци пирки этикеткăра тулли информаци çук;

— хăш хуçалăхăн субъекчĕ сутни пирки документсем çук;

— сутаканăн ĕç вырăнĕнче тирпейлĕ мар;

— сутма ирĕк панă пирки документсем çук е сутакан вĕсене кăтартмасть;

— çĕрĕшнĕ продукци;

— тĕсĕ, шăрши улшăннă;

— çырлана çул хĕрринче е пысăк лаввкасен умĕнче, ачасем вылямалли площадкăсенче сутаççĕ.

Пахалăхлă çырлана палласа илме йывăр мар:

— вăл типĕ, пĕр тĕслĕ тĕттĕм хĕрлĕ пулмалла;

— чăн çырлан шăрши техĕмлĕ, тутлă;

Çакăн пек çырлана туянасран вара асăрханмалла:

— нÿрлĕ,ăнланмалла мар пăнчăсем пур;

— шăрши çук;

— çемçелсе кайнă /пăсăлма пултарать е йÿçме пуçланă/;

— çырла пĕр тĕслĕ мар, симĕсрех пăнчăсем пур, вĕçĕ шурă /ку çырла пиçсе çитмен/.

Çырла туяннă вăхăтра вăл еплерех савăтра упраннине тата унăн калăпăшне сăнамалла. Енчен те унта нÿрĕк пухăнсан — ку çырла пиçсе çитменнине пĕлтерет.

Сутакансем нумай чухне улталама тăрăшаççĕ: начар çырласене савăт тĕпне, çиеле вара пиçсе çитнĕ, паха çырласене хураççĕ.

Нумай вăхăт усăллă та тутлă тăччăр тесен çĕр çырлине пысăках мар порципе /150 — 200-шер грамм/ шăнтма хумалла. Шăнтнă çĕр çырлине тепĕр хут ирĕлтерме юрамасть — унăн пахалăхĕ çухалать. Вĕри шывпа пăшăхласан, варени е джем тунă чухне çырлан тути те урăхланать, нумай усăллă витаминсем те пĕтеççĕ.

Сире чи тутлă та усăллă çĕр çырлине çеç туянма сунатпăр. Сывлăхлă пулăр тата хăвăра упрăр!

С.ПЕТРЯНКИНА,
Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code