Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ниме — халăх бюджечĕ»

«Ниме — халăх бюджечĕ»

Пуçаруллă бюджет программăна халăх кăмăлласах хутшăнать — çавна май ял-хуласен сăн-сăпачĕ ырă енне улăшса пырать. Программа анлăлансах пынине те палăртмалла.

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çитес çул тỹрре кăлармалли проектсене суйласа илмелли заявкăсене йышăнма пуçларĕç. Чылай улшăну пур. Маларах проектпа ялта усă курнă, халĕ тимлĕх хула енне те куçать. Проект валли бюджетран укçа уйăрасси те ỹсет. ТОСсем сĕнекен проектсене — уйрăмах пысăк тимлĕх. Проектсен шучĕ тĕлĕшпе пулнă чарусем те сирĕлеççĕ. Маларах Шупашкар 10 проект кăна сĕнме пултарнă — халĕ ку енĕпе чикĕ çук. Заявкăсене хаклас тĕлĕшпе те улшăнусем пур. Онлайн-сасăлавпа 500 ытла сасă пухнисем хушма балсем илĕç. Программа ячĕ те улшăнать — «Ниме — халăх бюджечĕ». Заявкăсене августăн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнчен онлайн-сасăлав пуçланать. Халăх укçа хывасси упранса юлать, вĕсем пухакан тỹпе пĕчĕкленет — 5 процент таран. Ытти — бюджет укçи-тенки.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code