Элпуç тата Кармал ялĕсенчен нумай паллă спортсмен, ытларах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, тухнă. Футбол вăййи те пысăк хисепре кунта: çамрăксем — Çĕнтерỹ кубокĕн, Туслăх кубокĕн, ытти турнирăн çулсеренхи çĕнтерỹçисем е призерĕсем.

Вăйăсенче кашнинчех сухаллăрах каччăна сăнатăп. Унăн вăр-варлăхĕ, техники илĕртнĕрен-ши? Округри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсенче те курма пулать ăна. Пĕлтĕр тата виçĕм çул чăвашсен пĕрремĕш олимпиецне А.В.Игнатьева асăнса ирттернĕ чемпионатра вăл 3000 метра чупса çĕнтернĕ. Унтах ытти дисциплинăра тупăшса та пьедестал çине пĕр хутчен мар хăпарнă. 2022 çулта «Елчĕк ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ кросра 40 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче 1-мĕш пулнăччĕ.
Вулакана кам çинчен сăмах пынине пĕлтерме вăхăт: Элпуç ялĕнчи Алексей Захаров вăл. Унпа ăнсăртран тенĕ пек тĕл пулма тиврĕ те, сăмах çумне сăмах хушса «шалаллах» кĕрсе кайрăмăр. Тỹрех калам: уçă кăмăллăскер, мал ĕмĕтлĕскер.
Калаçăва спорт теминченех пуçларăмăр. Виçĕ çул каялла вăл юлташĕсемпе — Хăвăлçырма ялĕнчи Дмитрий Трофимовпа тата Владимир Михеевпа пĕрле Шупашкарта «АСК-Яльчики» команда йĕркелесе Чăваш Енри мини-футбол вăййине юратакансен лигинче выляма пуçланă. Футболистсем, тĕпрен илсен, Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнчен. Команда пĕлтĕр 3-мĕш вырăн йышăннăран кăçал асăннă лигăн аслă дивизионĕнче вылять. Коллектив «Кĕмĕл кубок» ятлă турнирта 1-мĕш пулни те ăнăçлă кăтарту.
Алексей Мускаври ентешлĕхсен футбол тĕл пулăвĕсене хутшăнма та ĕлкĕрет. Иртнĕ çул вăл округăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, кăçал — 2-мĕш. Хальхинче кубока Патăрьелсем çĕнсе илнĕ.
Каччă футбол вăййине çав тери юратать, анчах кашни ăмăртăва хутшăнма та ерçеймест, мĕншĕн тесен вăл — çĕр ĕçченĕ. Ака е вырма тапхăрĕсенче — пушшех. Шупашкарти вăйăсем хыççăн та вăл яланах çав кунхинех таврăнать яла.
Округри çамрăксен парламенчĕн представителĕ 2025 çулхи октябрь уйăхĕнче республика шайĕнче иртнĕ тактика вăййисенче те палăрнă. Пĕрлехи йышпа — Ольгăпа Андрей Мудрецовсем, Ирина Плотникова, Дмитрий Трофимов тата вăл 16 тапхăртан тăракан чăрмавсене парăнтарса 3-мĕш вырăна тухнă.
А.Захаров Тăвай округĕнче йĕркелекен ялти çамрăксен агрослетне кашни çул хутшăнать. Ăмăртусенчи хастарлăхшăн кăçал ăна округ администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Сăмах май палăртсах хăварар: вăл — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2026 çулхи стипендиачĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ…
Алексей Захаров çар службинчен таврăнсан тĕп хулари «Электросила» заводра çулталăк ытларах лифтсем лартакан-юсакан пулса ĕçленĕ. Шалăвĕ те пĕчĕкех пулман.
— Çамрăксем халь хулана «тараççĕ», эсĕ мĕншĕн пăрахса килтĕн? — ыйту тỹррĕн те кăнттамрах та пулчĕ-тĕр.
— Ял пурнăçне юрататăп, — çийĕнчех хуравларĕ вăл. -Юлташсем чĕнеççĕ, анчах каймастăп хулана. Ялта мĕн ĕçлетпĕр, çавăнпа пурăнатпăр. Кунта уçă сывлăш. Хăвна ирĕклĕрех те туятăн.
Алексей — «Эмметево» сахал яваплă общество механизаторĕ. Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм операцие хăйĕн тỹпине хывать. Спорт вара хĕрỹ тапхăрта та юнашар: çур аки вăхăтĕнче, тĕслĕхрен, ирхине Элпуçрен Çирĕклĕ Шăхальне çуран чупать. Каялла та çапла. Пĕтĕмĕшле 12 çухрăм пулчĕ те. Çăмăл автомашина та пур-ха унăн, çапах та кунĕпе тракторпа ларса çỹренĕрен чупу канлĕх кăна уншăн. Хальхи вăхăтра куллен 10-15 километра парăнтарать сывă пурнăç йĕркин активисчĕ.
Ашшĕ — Валерий Константинович — округри ăста механизаторсенчен пĕри. «Районти вырма чемпионĕ» ята темиçе хутчен тивĕçнĕ. Алеша вăтам классенче вĕреннĕ çулсенче хире пĕрмаях çỹренĕ, Питĕ комбайнпа ĕçлес килнĕ унăн. Ашшĕ вара килне хăваласа янă.
Хăйĕн тĕллевĕ çине çирĕп тăни пулнах ĕнтĕ ачан. Вăтам шкул пĕтерсен комбайн шанса панă ăна. Малалла утă-сенаж хатĕрлесси те, кĕрхи çĕртме тăвасси те, хуçалăхри ытти ĕçе пурнăçласси те кун йĕркине çирĕпленнĕ пулăмсем. 2025 çулхи ĕç çи кампанийĕнче Алексей Валериевич КЗС-1218, «Десна-Полесье GS12» комбайнсемпе 30300 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлесе «Округри вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.
Çанталăкăн паянхи йывăр условийĕсенче те çĕнĕ çăкăршăн пыракан кĕрешỹре вăл. Анлă уйпа пыракан виçĕ комбайнран унăн АГРОСне тỹрех уйăрса илетĕн. Йĕкĕт жатка хĕррисене Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсене вырнаçтарнă. Бункерăн пĕр енне «Победа будет за нами!», тепĕр енне «На страже урожая. За нами — Россия» тесе çырса хунă. Хавхалану, çав вăхăтрах яваплăх кỹрекен паллăсем.
Алексейăн камран тĕслĕх илмелли пур. Ашшĕ те, унпа пĕр тăван Венарий те округăн ял хуçалăх историне тахçанах кĕрсе юлнă: вĕсем пĕр хутчен мар районта вырма чемпионĕсем пулнă, портречĕсене Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Иккĕмĕшĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ те. Çула май тенĕ пек калани вырăнлă: асăннă арсен аппăшĕ — Августина Константиновна Лапшина — директор çумĕ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Иван — ферма заведующийĕ, Лидия Çирĕклĕ Шăхалĕнчи лавккара тăрăшать. Захаровсенчен пĕр Зоя çеç аякра, Мускавра, тĕпленнĕ. Алешăн Константин тетĕшĕпе Николай шăллĕ те хăйсен пурнăçне хулапа çыхăнтарнă.
Алексей вара икĕ ялта та пĕртен-пĕр çамрăк. Вĕсенче социаллă-культурăллă объектсем пулмасан та, кулянмасть, ỹпкелешмест. «Вăхăт ирттерме çук» тени уншăн мар. Хиртен ывăнса таврăнаканскерĕн килти выльăх-чĕрлĕхе те пăхмалла. Амăшĕ, Светлана Николаевна, осеменаторта вăй хураканскер, пĕччен вăй çитерейместех. Ирхине 3 сехетре те вăл, 8 ĕнене сунă хыççăн, фермăна васкать. Ытти ĕç — мăшăрĕпе ывăлĕ çинче. Вĕсем, палăртнине вĕçлесе, 7 сехет тĕлне машинăпа трактор паркне çул тытаççĕ. Килти хушма хуçалăх вара пĕчĕк мар: 15 вăкăр, 2 сысна, 10 сурăх, 30 кăвакал, 30 бройлер.
Лара-тăра пĕлменлĕхри çамрăкран малашнехи тĕллевĕсем пирки сăмах пуçарсан хуравĕ татăклă пулчĕ: «Самозанятăй ĕçне е хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесшĕн. Хальлĕхе «Русич» пĕчĕк трактор пур-ха».
Ял пурнăçне пĕтĕм чун-хавалĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе парăннă Алексей Захаров — чăн-чăн патриот. 30 çулта вăл. Çемье çавăрман-ха. Хастар та тăрăшуллă хĕрсем, ăçта эсир? Пĕлĕр: лайăх тавар сентре çинче вăрах выртмасть.
Николай МАЛЫШКИН.
Элпуç ялĕ.

