Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Техника юсавлăхне тĕрĕсленĕ

Техника юсавлăхне тĕрĕсленĕ

Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан инспекцийĕ уй-хирти çурхи ĕçсене хутшăнакан тракторсемпе прицепсене ятарлă приказпа килĕшỹллĕн патшалăх техника тĕрĕслевĕ ирттерет. Комисси членĕсем тракторсемпе прицепсен юсавлăхне, патшалăх енчен регистрациленине, киввисене шутран кăларнине сăнаççĕ.

Апрелĕн 4-мĕшĕнче комисси членĕсем округри тĕрлĕ хуçалăхра пулчĕç. Çав шутран — «Сатурн» ЯХПКра та. Кунта çĕнĕ техникăна тата малтисен технологийĕсене çул парассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ — çулсерен пысăк тухăçлă, энергие перекетлекен хăватлă техника хатĕрĕсем туянаççĕ, пĕтĕм ĕçе йышпа, пахалăхлă, хăвăрт пурнăçлаççĕ.

— Техника хăйне пăхнине юратать. «Сатурн» хуçалăхри машинăпа трактор паркĕнче яланах тирпейлĕх хуçаланать. Ĕçченсем юсавлă техника тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинче пысăк вырăн йышăннине лайăх ăнланаççĕ, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе уйрăлса тăраççĕ, — палăртать патшалăх техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕн ертỹçи Владимир Мекшеев.

Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Геннадий Викентьев кăçал çур акине 8 трактор, 4 автомашина хутшăннине палăртать. Вениамин Лисицын, Александр Ласточкин, Владимир Кукурузов, Владимир Крысов, Радик Квасов, Николай Круглов механизаторсем, Владимир Краснов, Валерий Семенов, Петр Зайцев, Александр Краснов водительсем хăйсене шаннă ĕçре чылай çул тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ хуçалăх ĕçĕнче 40 çул ытла вăй хурать.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code