Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кадетсем Мускавра пулчĕç

Кадетсем Мускавра пулчĕç

Елчĕк шкулĕнче кадет класĕсенче вĕренекен 20 çамрăк армеец çак кунсенче Мускавра пулса курчĕ.

Вĕсем унта Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор йыхравĕпе пулчĕç. Палăртма кăмăллă, Роберт Петровичăн пуçарăвĕпе тĕрлĕ ỹсĕмри вĕренекенсем Мускавра кăçалхипе виççĕмĕш хут пулса курчĕç.

Кадетсем чи малтанах Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен «Патриот» çарпа патриотизм паркне çитсе курнă, парк территорийĕнчи музей комплексĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата паттăрĕсене халалланă галерейăсемпе, вăрçă темипе çыхăннă пулăмсемпе паллашнă.

— Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп храмĕнче, паркри «Партизансен ялĕ» çарпа истори комплексĕнче пулса курма тỹр килни пирĕншĕн пысăк парне пулчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи сăн ỹкерчĕксемпе документсене тĕпе хурса туса лартнă партизансен лапамĕ, блиндажсемпе çĕр пỹртсем, диверсантсен шкулĕ, хĕç-пăшал склачĕсем, санитари чаçĕсем, хирти кухня тата ытти нумай вырăн пире питĕ тĕлĕнтерчĕ. Çулçỹрев пирĕн асăмăрсенче нумайлăха юлĕ. Çакăншăн эпир Роберт Баранов ентешĕмĕре пысăк тав сăмахĕ калатпăр, — палăртать Роман Ильин вĕренекен.

— Музей комплексĕн тăршшĕ 1418 утăмпа танлашать — вăрçă шăп та шай 1418 куна тăсăлнă. Çак комплекс тăрăх утса тухнă май вăрçă çулĕсенчи чылай ỹкерчĕк пирĕн куç умне чĕррĕн тухса тăчĕ, чылай çул каялла пулса иртнĕ вăхăта тавăрчĕ, — калаçăва хутшăнать Виктория Агеева.

Шкул ачисем профориентаци урокне хутшăнса çар вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес йĕркесемпе те паллашнă.

Ачасемпе хальхинче Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах та пулнă. Роберт Баранов генерал-майор ăна çамрăксен хушшинче патриотла воспитани парас ĕçе активлă хутшăннăшăн тав тунă, «Ятарлă çар операцине хутшăнакансен хушшинче çарпа патриот ĕçне тỹпе хывнăшăн» медаль парса чысланă. Силуан атте округран тухнă çар çыннисемпе тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе ĕçлекен тĕн представителĕ те шутланать. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен чунĕсемшĕн кĕл туса тăрать анчах мар, час-час СВОра пулса вĕсен умĕнче кĕл тăвать, пиллет тата хавхалантарать.

Ачасем çулçỹревпе кăмăллă юлнă, вăл вĕсен асĕнче чылайлăха упранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code