Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Купăсçăсен тупăшăвĕ

Купăсçăсен тупăшăвĕ

Тÿскелĕнчи нумай функциллĕ центрта «Тускил» вокалпа инструментсен ансамбльне çÿрекенсем хăйсен хушшинче купăсçăсен батлне ирттернĕ.

Çамрăксем «Коронавируса купăспа çапса хуçатпăр!» девиза тĕпе хурса хуткупăса тăсса янă пулсан, аслăраххисем вăхăтĕнче ялти чи пĕрремĕш каччă пулнине çирĕплетме тăрăшнă. Кашни вăйăçă хăйне евĕрлĕ маçтăрлăхĕпе тыткăнланă. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештернĕ: репертуарта халăх юрри-кĕвви, такмаксем, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем… Хаваслă юрă-кĕвĕ ытамне путнă купăсçăсем вăхăт иртнине те сиссе юлайман.

Сăн ÿкерчĕкре: купăсçăсен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code