Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ ĕçе – тивĕçлĕ хак

Тивĕçлĕ ĕçе – тивĕçлĕ хак

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлура иртнĕ эрнере районта пулса иртнĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пĕтĕмлетсе хак парассине тĕпе хучĕ, район экономикине тĕреклетес ĕçри малашлăх тĕллевсене палăртрĕ.

Малтан çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ноябрĕн 8-9-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн сотрудникĕсем, районти тĕрлĕ службăсем, организацисемпе предприятисенчи должноçри çынсем хутшăннипе Елчĕк район территорийĕнче командăпа штаб тренировки пулса иртнĕ. Виçĕ тапхăрпа йĕркелесе ирттернĕ çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕн председателĕ Леонард Левый тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сăмаха яваплă ĕçе тивĕçлипе хакласа йышăннă тата вĕренĕве тăрăшса хатĕрленнĕ службăсене тав тунинчен пуçларĕ.

– Командăпа штаб тренировки чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассинчен асăрхаттарас тата инкек-синкеке сирсе ярас ĕçре тĕрлĕрен службăсем пĕр-пĕринпе мĕнле çыхăнса ĕçлеме пултарнине тивĕçлĕ хак хума май пачĕ, – терĕ вăл.

Вĕренĕвĕн пĕрремĕш кунĕнче МЧСăн республикăри Тĕп управленийĕн сотрудникĕсем районти гражданла оборонăн тĕп мероприятийĕсен планĕсене, инкек-синкекрен асăрханассипе тата вĕсене сирсе ярассипе предприятисемпе организацисенче çирĕплетнĕ документсен пуххисене тĕрĕсленĕ. Районти тĕп больница, 44-мĕш номерлĕ Елчĕкри пушар хурал пайĕ кирлĕ хутсене – лайăх, Елчĕкри газ участокĕ – чи лайăх йĕркелеме пултарнине палăртнă. Леонард Васильевич асăннă коллективсен ертÿçисен – Алевтина Львова, Надежда Уркова тата Василий Григорьев ячĕсене уйрăммăн аса илчĕ.

Вĕренĕвĕн иккĕмĕш кунĕнчи, харăсах 4 объектра йĕркелесе ирттернĕ практика мероприятийĕсене те тивĕçлипе хакланă. Елчĕк шкулĕн никĕсĕ çинче пĕр харăсах «ачасем ушкăнпа вар-хырăм чирĕпе сиенленнине» кăтартса пама, эвакуаци тата кĕтмен инкек-синкекре çынсене вăхăтлăха вырнаçтармалли пунктсене те кунтах йĕркелеме тивнĕрен Лариса Васильева ертсе пыракан шкул коллективĕнчи 70-е яхăн çыннăн вĕренĕве çÿллĕ шайра ирттерсе ярассишĕн пысăк вăй хума тивнĕ. Вĕсен тăрăшуллă ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланă.

Апла пулин те хамăр хушăмăрта калаçмалли те сахал мар. Чрезвычайлă лару-тăру комиссийĕн председателĕ Леонард Левый гражданла оборона тĕлĕшĕнчи документаци ĕçĕсене йĕркелесе пырассине тивĕçлипе хакламан хăш-пĕр ертÿçĕсене ятран палăртмасăр, çирĕп асăрхаттармасăр та иртме пултараймарĕ. Е тата: гражданла оборона ертÿçисен – предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсен кашни 5 çулта пĕрре гражданла оборона тĕлĕшĕнчи пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе ятарласа вĕренессине те кайранхи вăхăта хăвармалла мар.

Пĕлтерĕшлĕ ыйтăва районти гражданла оборона ертÿçи, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пĕтĕмлетрĕ. Вăл районти мĕн пур пек вăйпа, техника хатĕрĕсемпе усă курса гражданла оборонăна сыхлас енĕпе практика ăсталăхне ÿстерсе пыни кĕтмен çĕртен тĕл пулма пултаракан пысăк инкексене сирсе яма пулăшнине палăртса каларĕ. Тĕрĕсех, инкек-синкекрен малтан асăрханмалла.

Канашлу ĕçне хутшăннă Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Пăтăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçи Оксана Такмакова 10 уйăхри санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code