Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Усал шыçă хăрушă

Усал шыçă хăрушă

Пурнăçран уйрăлакан кашни виççĕмĕш çыннăн диагнозĕ усал шыçă чирĕпе çыхăннă. Унран маларах чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе тата коронавирус инфекцийĕпе асапланакансем тăраççĕ.

Районта пурăнакансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Ỹт-тир, кăкăр ракĕпе чирлекенсем тупăнсах тăраççĕ.

Усал шыçă чирĕсене вăхăтра тупса палăртни сиплеве иртерех пуçăнма май парать. Ку чухнехи хирурги технологийĕсем, хими, гормоналлă терапи, рентген пайăркисемлĕ сиплев пациентсене сывалма пулăшаççĕ тата пурнăçа малалла тăсма май параççĕ.

Медицина тĕрĕслевĕсем витĕр, диспансеризаци тухасси çине тимлĕх уйăрмаллах. Кăкăр ракĕ маммографи хыççăн палăрма пултарать. Хĕрарăмсен ар органĕн чирне мазок уçса парать. Арçынсене юнран (простатспецифический антиген) пĕлме пулать. Дерматоскопи ỹт-тир палăрăмĕсене кăтартать. Ытти органсен чирĕсене палăртмалли мелсем те пурах. Кунсăр пуçне пациентсем флюорографи тухаççĕ. Ỹпке ракĕпе туберкулез çакăнта палăрмалла. Юн анализĕ организмри улшăнусене кăтартать тата ытти те.

Хамăр сывлăхшăн хамăрах тăрăшмалла. Кашни çыннăн çулталăкра пĕр хутчен те пулин участокри терапевт патĕнче пулмаллах.

В.ФРОЛОВ, онколог врач.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code