Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Финала тухнă

Финала тухнă

Округри çамрăк хоккеистсем — 2009-2010 çулсенче çуралнă ачасем республикăри «Ылтăн шайба» турнирăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăннă.

Елчĕксем пирваях Йĕпреçсемпе тĕл пулнă, 3:0 шутпа çĕнтернĕ. Шупашкар муниципаллă округ команди кил хуçисене, Вăрнарсене (10:3) нимĕнле шанăç та паман. Пирĕннисем те ăна 5:0 шутпа выляса янă, çапах та финала тухма пултарнă. Вăл ăмăрту ĕнер иртнĕ. Унта çỹлерех асăннă икĕ командăсăр пуçне Патăрьелсемпе Канашсем те вăй виçнĕ. Финалти вăйăсен кăтартăвĕпе çитес номерте паллаштарăпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code