Çу кунĕсем хăвăрт иртеççĕ,
Этемĕн ĕмĕрĕ пекех.
Кĕрхи кĕске кунсем килеççĕ,
Хĕвел пăхмасть хĕртсе текех.
Турат çинчен вĕçсе ỹкеççĕ,
Сап-сарă, хĕрлĕ çулçăсем.
Вăхăтлăха илем сĕнеççĕ,
Яштак та шурă хурăнсем.
Шăпăртатса çăвать вĕт çумăр,
Ас илтерет çын куççульне.
Çапах чунпа туйса шанатпăр —
Татах та килĕ çуркунне.
Зинаида ПОРТНОВА.

