Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ

Вальс

Ташлатпăр санпа эпир вальс,
Халĕ эсĕ ман ытамра.
Кирлĕ мар ăнланмашкăн сăмах,
Кĕвĕ янравĕ тĕк чунра.

Юрлать манăн чун, манăн ỹт,
Акă, çаврăнатпăр залра.
Сана палламастăп — эс ют,
Çапах та ман ытамра.

Ташлатăп санпа эпĕ вальс,
Манпа кĕвĕ тунăн кавар.
Эсĕ те, эп те çак вальсшăн хавас,
Иккĕн залра çаврăнар.

Асамлă çак ташă пире
Савса çыхăнтарчĕ пулас.
Ытамласчĕ сана ман тепре,
Ташласчĕ канăçлă вальс.

Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code