Тĕрлĕ халăх çынни пурăнать,
Çĕр çинче пинĕпе шутланать.
Кашниех хăй çĕрне юратать,
Унпалан яланах мухтанать.
Пĕр çемье пек пурнар туслашса:
Ĕçпеле кирлĕ чух пулăшса.
Ай, юрлар-и пĕрле кăмăлтан,
Ăмăртар-и спортра пур вăйран.
Пĕрлĕхре — вăй, пĕлетпĕр çавна.
Тăрăшар упрамашкăн ăна.
Çирĕплентĕрччĕ вăл çулран-çул,
Пĕр-пĕрин патне хывăр мăн çул.
Чăвашсем, вырăссем, тутарсем,
Якутсем, пушкăртсем, ыттисем,
Эпир пурте тĕнче çыннисем,
Ĕмĕре пурăнма килнисем.
Тĕл пулар, калаçар, савăнар,
Пĕрлĕхре ăнăçулăх тупар.
Вячеслав ЗАХАРОВ.
Анатри Тимеш ялĕ.

