Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

Çулталăк пуçламăшĕнче хăнăхнă йăлапа ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусене пĕтĕмлететпĕр.

Çулталăк тăршшĕпех тупăш кỹрекен выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 2023 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май чи малтан çакăн пирки чарăнса тăратпăр: отчетлă тапхăрта округри пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 1862,1 тонна аш-какай, 23980,5 тонна сĕт туса илнĕ. 2022 çулхипе танлаштарсан, сĕтлĕ ĕне выльăхран ытларах (107,3 процент) сĕт туса илни савăнтарать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕтĕмпе аш-какай туса илесси (100,19 процент) ỹснĕ.

Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне продукци туса илесси мĕнле пулнă? Ял хуçалăх предприятийĕсемпе илсен, 73,9 центнер (100 процент) аш-какай, 905,7 центнер (108,9 процент) сĕт, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 69,2 центнер (99,7 процент) аш-какай, 890 центнер (106,9 процент) сĕт туса илнĕ. «Победа» ОООра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне чи нумай аш-какай (164,7 центнер), чи нумай сĕт (3065 центнер) туса илнĕ. «Сатурн» ЯХПК кăтартăвĕ — 1362,8 центнер.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетлă тапхăрта пĕр ĕнерен 7050 килограмм (2022 çулхинчен 576,6 килограмм ытларах), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 5463 килограмм (157,4 килограмм ытларах) сĕт сунă. «Победа» ОООри кăтарту ку чухне те чи пысăкки — 10639 килограмм. «Сатурн» ЯХПКра пĕр ĕнерен — 8465, «Эмметево» ОООра — 7706, «Комбайн» ЯХПКра 7739 килограмм сĕт сунă. Ыттисен — округри вăтам кăтартуран та сахалрах.

Выльăхсен хисепĕ мĕнле пулнă? Пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 10211 пуç, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 8637, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 1574 пуç мăйракаллă шултăра выльăх шутланнă. Пĕлтĕр, 2022 çулхипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ -193, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 164 пуç чакнă.

Сăвăнакан ĕнесем, округĕпе илсен — 3597 (101,4 процент), çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 2831 (102,3 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 766 пуç (97,8 процент) шутланаççĕ. Сăвăнакан ĕнесен хисепĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче — 65, çав шутран «Победа» ОООра 50 пуç ỹснĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче сăвăнакан ĕнесем 17 пуç чакнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code