Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Марафон — ачасемшĕн

Марафон — ачасемшĕн

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕ. Чи пĕлтерĕшли — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине уявласа ирттерни. Уява халалланă мероприятисем пирки округ администрацийĕн культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявĕн программи кашни çулах пуян пулнинче округ, территори пайĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсен, культура работникĕсен, вĕрентекенсемпе вĕренекенсен, депутатсемпе уйрăм пайтаçăсен, халăхăн тỹпи пысăк пулнине палăртмалла. Кунта пурте килĕшỹре, тачă çыхăнура тата пĕрлĕхре ĕçлени тĕп вăй пулса тăрать. Тĕп уявпа çыхăннă мероприятисене яланхиллех çỹллĕ шайра хатĕрленсе ирттернĕ, вĕсем массăлăхпа палăрнă. Уява хатĕрленсе ирттерес ĕçре пысăк хастарлăх кăтартакансене Леонард Васильевич уйрăммăн чысларĕ.

Малалла округ пуçлăхĕ Елчĕк муниципалитет округĕнче кăçал июнĕн 10-мĕшĕнче иртекен районти ĕçпе юрă тата спорт уявне — Акатуя уявлама палăртнă мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Марина Вастулова хальхи вăхăтра республикăра, округра пыракан «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне марафон пухмачне 245 пин те 410 тенкĕ кĕнĕ. Марафон вĕçлениччен пĕр уйăх анчах тăрса юлнине шута илсе Марина Александровна кашнинех парахатарлă ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Пухăннă укçа-тенкĕ йăлтах округри ачасемшĕн расхутланать. Иртнĕ çул ку укçа-тенке инвалид тата ракпа чирлекен ачасене уйăрса панă.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code