Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Террора хирĕç тăрар

Террора хирĕç тăрар

Чăваш Республикинчи оперативлă штабăн тата террора хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри — çамрăксем хушшинче йĕркене пăсассинчен асăрханса профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пырасси, региона урăх вырăнтан пурăнма килнисене çирĕп тĕрĕслесе тăрасси.

Хальхи вăхăтра республикăра аслă пĕлÿ паракан 15 учреждени шутланать, вĕсенче 35,4 пин студент ăс пухать. Çав шутран 1205 çамрăк — ют çĕршывсенчен килнисем. Ларура вĕренÿ тапхăрĕнче террора хирĕç кĕрешессипе ятарлă курссем йĕркелес темăна та хускатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code