Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стритбол турнирĕнче

Стритбол турнирĕнче

Аслă Елчĕк территори пайĕнче çулталăк пуçланнăранпа хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене чылай ирттерме ĕлкĕрнĕ.

Эрне каялла вара ялти шкулта ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă икĕ Паттăрлăх орденĕн кавалерне гвардин аслă сержантне Александр Малова асăнса стритбол (3х3, урамри баскетбол) турнирĕ иртнĕ.

Ăмăртăва округри шкулсен ултă хутăш команди, Александрăн çывăх тăванĕсем, юлташĕсем, пĕрле служба тивĕçне пурнăçланисем чылаййăн пуçтарăннă. Вĕсене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, шкул директорĕ, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Волков, Александрăн мăшăрĕ Гульназ Малова тата ыттисем саламланă.

«Çĕнтерỹ Кубокĕ» ятпа йĕркеленĕ тĕл пулусем питĕ хĕрỹ иртнĕ. Чи пысăк ăсталăх кăтартнисем вара Елчĕксем — пĕрремĕш. Вĕсем тĕп кубока тата 10 пин тенкĕлĕх укçан приза тивĕçнĕ. Çирĕклĕ Шăхальсемпе Аслă Елчĕксем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă, кубоксен тата 7,5 пин, 5 пин тенкĕлĕх укçан призĕсен хуçисем пулса тăнă. Ытти командăсен вăйăçисене те «пайсăр» хăварман: дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысланă.

Турнирăн йĕркелỹçисемпе тĕп спонсорĕсем — Александр Маловăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем Андрейпа Александр Светловсем уйрăм стритболистсене те чыса тивĕçлисен йышне кĕртнĕ: Матвей Петров (Елчĕк шкулĕ) — «Чи лайăх вылякан», Мария Купташкина (Çĕнĕ Пăва), Александр Патшин — «Лайăх снайпер», Тимур Амасев (Аслă Елчĕк) -«Лайăх техникăллă вăйăçă».

Пĕтĕм командăсемпе хăнасем валли вĕри апата Людмила Мешковăпа Аэлита Смирнова поварсем яланхиллех питĕ техĕмлĕ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code