Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ума тĕллев лартсан – пурнăçламалла

Ума тĕллев лартсан – пурнăçламалла

Елчĕкри Сергей Всеволодовичпа Светлана Васильевна Александровсем виçĕ ывăла çут тĕнче парнеленĕ. Туслă çемьере ырă йĕрке çирĕпленнĕ: ваттисем калашле, урамра йытă хăваласа çÿриччен, арçын ачасем мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашчăр, ÿт-пĕвне пиçĕхтерччĕр, Тăван çĕршыва юратса ăна юрăхлă çынсем пулса ÿсчĕр…

Ку çирĕп хăнăху Сергейпе Светланăн ывăлĕсемшĕн кăна мар, чылай маларах çирĕпленнĕ Александровсен. Сергейпе Андрей шăллĕне ашшĕ, Всеволод Михайлович, ачаран тĕрлĕ физкультура упражненийĕсем, хусканусем тутарнă, ÿт-пĕвне пиçĕхтернĕ. Спортпа ачаран туслă Сергей нумай шухăшласа тăман, тÿрех Канашри педучилищĕне физкультура учительне вĕренме кайнă. Никам каламасăрах, чун ыйтнипе. Диплом илсен çамрăк педагог тăван района хавхаланса таврăннă. Ăна ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тренера ĕçлеме илнĕ. Унтан ял хĕрĕпе паллашса, туслă çÿресе çемье çавăрнă.

Часах Александровсен çемйине телей кайăкĕ вĕçсе кĕнĕ. Пĕрремĕш тĕпренчĕкне çамрăк мăшăр Дима ят хунă. Çулсем иртнĕ май вăл «Солнышко» ача садне çÿренĕ. Çăмăл атлетикăпа кĕрешÿ секцийĕсем йĕркеленĕ Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт çурчĕ ача садĕнчен инçе мар. Пĕрре Димăна ашшĕ хăйĕн ĕçне çавăтса кайнă, тепре… Виççĕмĕшĕнче пĕчĕкскер хăех садикрен ашшĕ патне чупнă. Решетке урлă каçасси те чăрмав пулман виçĕ çулхи ачашăн. Чун хевти мĕн пĕчĕкрен çирĕпленнĕскер шкула кайичченех кĕрешÿ секцине çÿрекен ачасен ăсталăхĕпе интересленнĕ. Унтан хăй те секцине çырăннă, анчах кавир çине тухиччен тар самаях кăлармалла. Малтанах мăкăлчăк куçнă, унтан урайĕнчен вун-вун хут тĕртĕнсе тăнă, юлташĕсемпе вăй виçнĕ… Каярах кĕрешÿ мелĕсене вĕренме, пĕр-пĕринпе тытăçса вăй виçме пуçланă. Уроксем хыççăн халтан яракан тренировкăсем, кану кунĕсенче тĕрлĕ шайри ăмăрту хыççăн ăмăрту… Ашшĕ ывăлĕнчен ыттисенчен çирĕпрех те ыйтнă пулĕ.

– Ывăнсан та, вăй-хал пĕтсен те шеллеместчĕ атте. Пурпĕрех чуптаратчĕ, хăвалатчĕ кирлĕ дистанцие, минутне çирĕп тĕрĕслетчĕ, – аса илет ачалăха Дима. – Тавах ăна уншăн. Академире чи малтан чăтăмлăх кирлĕ пулчĕ. Тÿсĕмлĕх вара манăн çителĕклех, ачаран нăйкăшса ÿсменни савăнтарать.

Дима вăтам шкулта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Çапах та ăна ытларах ирĕклĕ майпа кĕрешесси илĕртнĕ. Хăй вăхăтĕнче тантăшĕсем хушшинче ăна çĕнтерекенни тупăнман.

– Ирĕклĕ майпа кĕрешме пĕлни хăйне евĕр хÿтĕленни те. Чăн-чăн арçыннăн çирĕп вăй-халлă пулмалла, – тет халĕ çак енĕпе аслисен пĕрремĕш разрядне тултарнă каччă.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хăйĕн виçинче çĕнтерÿçĕ пьедесталĕ çине чылай хăпарнă Дима. «Çĕнтерме талпăннăшăн» кубока та çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех «Кĕрешÿ ăсти» ята тивĕçнĕ. Хисеп грамотисен шутне шутламан та.

– Манăн ачаран çар çынни пулас килетчĕ. Мĕншĕн тесен çарта дисциплина çирĕп. Арçыншăн пурнăç йĕркине пĕлсе йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ, – тет Дмитрий.

Унпа шăпах çу кунĕсенче паллашма тÿр килчĕ. Раççей МЧСĕн пушара хирĕç кĕрешекен службăн патшалăх академине вĕренсе пĕтернĕ бакалавр дипломĕллĕ лейтенант каникула килнĕччĕ. Канура та вăл пĕр кун та ахаль лармарĕ, стройкăра тăрăшрĕ. Унтан Чулхулара стажировкăра пулчĕ, унта пушар асăрхавĕн инспекторĕнче тăрăшрĕ. Виçĕмкун каллех Мускава çул тытрĕ: маларах асăннă академиех магистратурăна вĕренме кĕнĕ вăл.

Елчĕк каччине Мускавра ятарлă пĕлÿ илни кăна çырлахтармасть, аслă пĕлÿ кирлĕ. Тăватă çул хушшинче яш çирĕп дисциплинăллă, ăста спортсмен пулнипе палăрса тăнă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ – чи пултаруллă вĕренекенсен тата чи лайăх спортсменсен хушшинче.

Чăваш Енри МЧС представителĕсем Мускаври академие ĕçлĕ тĕл пулăва кайсан чăваш йĕкĕчĕн пултарулăхĕпе хавасланса таврăннине каласа панăччĕ. Академире Дмитрий Александров ятне ырăпа пĕрре мар аса илнĕ.

– Çакăн пек хăюллă, паттăр, çынсене пулăшма хатĕр каччăсем яланах пулинччĕç, – тенĕ тĕл пулура ăна ятран палăртса.

Чăваш каччин патварлăхне палăртнине итлеме шутсăр кăмăллă пулнă Шупашкартисене.

Дмитрий каппайланма, мăнаçланма, хăй çинчен ырласа калаçнине юратмасть. Мĕн тетĕр, çемйипех çапла, сăпайлă.

– Кашни çын хăйĕн пурнăçне хăй йĕркелет. Çынсене кĕтмен çĕртен сиксе тухакан инкек-синкекре пулăшас, вĕсене унран сыхлас, асăрхаттарас килет манăн. Çавăн пекех спорт маншăн пурнăç йĕрки, вăл дисциплинăллă пулма хăнăхтарать, – тет 21 çулхи каччă.

Академире вĕренме çăмăл пулманнине пĕлтерет Дима. Йывăрлăха чăтайманнисем унта тытăнса тăраймаççĕ, пăрахса каяççĕ. Юнашар атте-анне çук-çке. Салтакри пек çирĕп кун йĕрки, вăхăтпа тăмалла, вăхăтпа выртмалла, куллен стройра, çуран чупмалла, турник çинче туртăнмалла, вĕсемпе норматив тултармалла тата ытти те. Çав хушăрах кăткăс математикăна, ют чĕлхене алла илмелле…

Тата икĕ çул вĕренсен аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрĕ вăл. Ун хыççăн званийĕ те ÿсĕ.

Палăртмасăр иртес мар, Александровсен иккĕмĕш ывăлĕ Артемий те хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлассишĕн çине тăрать. Вăл та ăста спортсмен. Вăтам шкул хыççăнах, тухтăр пулас ĕмĕте пурнăçа кĕртейменрен, Чăваш патшалăх университетне психолога вĕренме кĕчĕ. Унта пĕр çул пĕлÿ илнĕ хыççăн каллех тухтăр профессине алла илес тесе çĕнĕрен экзаменсем тытрĕ. Хальхинче ăнăçу ун енче пулчĕ – вăл малалла хăй юратнă специальноçа алла илĕ.

Кĕçĕнни, Кирилл та, халех çирĕп кăмăллă пулнине кăтартать. «Чебурашка» ача садне çÿрекенскер, йăрă та çивĕч, пиччĕшĕсем килте чухне вĕсемпе кĕрешÿ мелĕсене хăнăхать.

Пурнăçа спортпа çыхăнтаракан арçынсем сиенлĕ йăласемпе туслă мар. Ку каллех несĕлтен-несĕле тытса пыракан сывă пурнăç йĕрки.

– Ума тĕллев лартрăн пулсан, ăна пурнăçламалла, – çакăн пек девизпа малалла талпăнаççĕ Александровсем.

Ăнăçу та такăр çул çамрăксене.

В.ВАНЮШКИНА.

Сăн ÿкерчĕкре: Д.Александров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code