Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асра тытар

Асра тытар

175201 17.10.1896 Учащиеся Симбирской школы, основанной чувашским педагогом-просветителем Иваном Яковлевичем Яковлевым (1848-1930) в 1868 году. Снимок 1896 года. РИА Новости/РИА Новости

Эпир сăмах хускатнă çыннăмăр тăван халăхшăн нумай ырă ĕç тунă: чăваш ялĕсенче шкулсем уçнă, учительсемпе наци кадрĕсем хатĕрленĕ, ача-пăча валли калавсем çырнă, чăваш ачисене хутла вĕрентес тесе ырми-канми тăрăшнă. 1868 çулта уçăлнă шкултан 1000 ытла ача вĕренсе тухнă.

Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçса халăхшăн калама çук сăваплă та пархатарлă ĕç тунă вĕрентекенсен Вĕрентекенĕ И.Я.Яковлев тата унăн вĕренекенĕсем çинчен пулĕç çырнисем.

Чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе Иван Яковлевич Яковлев улăпла пархатарлă та сумлă ĕçсем тунă. Вăл тĕлĕнмелле пурнăç пурăнса ирттернĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, ура хуракансене парăнтарса пурнăç çулĕпе малалла пуç усмасăр талпăннă. Хура халăха çутта кăларасси унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнă.

1868 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен хăйĕн хваттерĕнче Алексей Рекеева вĕрентме пуçланă. Фома Аксинский, Василий Кашкаров, Иван Исаев — малтанхи вĕренекенĕсем пулнă.

1881 çулта çак шкула официаллă майпах Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ тесе çирĕплетнĕ. Çăмăл пулмасан та, Яковлев тăрăшнипе, ăна ăнланса пулăшса пыракансем пуррипе чăваш шкулĕ майĕпен тĕрекленсе, аталанса пынă. 1890 çултан пуçласа учительсем хатĕрлеме тытăннă. 1879 çулхи çĕртме уйăхĕнче пуçласа учитель ятпа 17 вĕренекен тухнă.

Вăл шкулта тĕрлĕ халăх çынни пĕлỹ илнĕ. Вĕренме пултаракан тата ỹркенмен ачасене йышăннă кунта. Пĕрремĕш учительсен йышĕнче 4 вырăс, 2 мордва, 1 тутар, ыттисем чăваш ачисем пулнă. Тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренсе çитĕннĕ. Яковлев унти чăвашсене вырăс ачисемпе çывăхлатма тăрăшнă. Педагогсем тимленипе ачасене илеме, юрра-кĕвве туйма хăнăхтарнă, ял хуçалăх, тĕрлĕ ремесла ĕçне вĕрентнĕ.

1878 çулта хĕр ачасен уйрăмне уçнă. И.Яковлевăн мăшăрĕ Екатерина Алексеевна ертсе пынипе вĕсем пĕлỹ илнисĕр пуçне кил-çурта тирпейлеме, хăйсене çын хушшинче тытма, ташлама-юрлама, тĕрĕ-çĕвĕ, ал ĕç тума хăнăхнă.

Шкула вĕренме тĕрлĕ ача пынă. Чухăнсене ураран пуçласа пуç тỹпи таранччен тумлантарнă. Трахомăпа, ỹпкепе чирлисене уйрăмах Шестак ятлă тухтăр лайăх сыватнă.

Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтерекенсем тĕрлĕ енлĕ аталаннă учительсем пулса тухнă. Иван Яковлевич çак ачасем хăйсен пĕлĕвне хутла вĕренмен халăх хушшинче сарасса шаннă. Хăшĕ-пĕри тĕрлĕ сăлтава пула шкулта ĕçлемен пулсан та, ăста каскалакансем, тимĕрçĕсем, юрă-кĕвĕ ăстисем, ял хуçалăх ĕçченĕсем… пулса тăнă. Тĕнче шайне çĕкленнисем те пулнă вăл йышра.

Пĕрремĕш ушкăнран вĕренсе тухнă Павел Миронов каярахпа Оренбургри учительсем хатĕрлекен института ылтăн медальпе вĕçленĕ, паллă математик пулса тăнă, 12 кĕнеке авторĕ. Унпа пĕрле пĕлỹ пухнисем — В.И.Маненков вырăс çыравçи, Никифор Охотников, Г.А.Алексеев физикăпа, чăваш чĕлхипе, шкулчченхи ачасем валли кĕнекесем хатĕрленĕ.

Пурте пĕлекен çыравçăсем тата: Тайăр Тимкки, Константин Иванов, Марфа Трубина, Ваççа Аниççи, Михаил Акимов, Игнатий Иванов, Гаврил Кореньков, Аркадий Золотов… Фольклористсем: Петр Пазухин, Гурий Вантер (Комиссаров), Константин Прокопьев, Иван Юркин…

Шкулта музыкăна ятарлă предмет шучĕпе йĕркеленĕ. Виçĕ пысăк оркестр, икĕ пысăк хор пулнă. Хористсем вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче, пĕр çул вĕреннĕ хыççăн, «Иван Сусанин» опера лартнă. Кунта Лев Грудинский, Иван Димитриев, Калашников преподавательсен тỹпи пысăк. Чăвашран тухнă 1-мĕш композиторсен ячĕсем те çак «университетпах» çыхăннă: Федор Павлов, Степан Максимов, Григорий Лисков, Е.Федоров, И.Космовский, В.П.Пазухин.

П.О.Афанасьев (Элекçей Тимеш), В.П.Егоров, И.И.Корнилов, Ф.Т.Тимофеев, М.П.Петров, С.П.Горский тĕрлĕ наукăра вăй хунă.

1903-1909 çулсенче Чĕмпĕрте вĕреннĕ Марфа Трубина ĕмĕрне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Литература ĕçне 20-мĕш çулсенче пуçăннă, ача-пăча литературине пуçласа яракансенчен пĕри вăл. К.Иванов Яковлева букварь кăларма та пулăшнă, сăвăсемпе юмахсем çырнă, куçару ĕçĕпе те çывăхланнă. «Нарспи» поэма унтах çуралнă.

Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче пĕлỹ илнисем И.Я.Яковлев çинчен ырăпа асăннă. Акă, Филипп Андреев мĕн каланă ун çинчен:

— Ирхине эпир, шкул пĕтернĕ 16 çамрăк, класа пухăнтăмăр. Иван Яковлевич пырса кĕчĕ. Пукан çине ларчĕ те пире халĕччен курман пек тинкерсе пăхма тытăнчĕ. Чăл-чăл кăвакара пуçланă сухалне аллипе шăлкаларĕ, пĕр-икĕ хут ỹсĕрсе илчĕ.

Вăл пире ăсату сăмахĕ калать. Эпир пурсăмăр та ун куçĕнчен пăхса ларатпăр. Акă вăл сарлака кăкăрне хăпарта-хăпарта вăраххăн калаçа пуçларĕ:

«Ытарайми тусăмсем, ĕнтĕ юлашки хут сирĕнпе çакăн пек ларса калаçатпăр, эсир йăвари кайăк чĕпписем пек саланса каятăр, сыв пуллашса уйрăлма вăхăт çитрĕ. Манăн чунăм яланах сирĕншĕн çуннă, халĕ те мĕн пур шухăшăм сирĕн çинчех. Эсир халăх хушшинчен тухнă, халăх хушшине каятăр. Йывăр ĕçе кỹлĕнсен те ĕçе мĕн ĕмĕр тăршшĕпех хăвăр пултарулăха юратса тăвăр. Тархаслатăп сире, чăваш хушшинче çутă сарăр, Чĕмпĕр çути тĕттĕм чăваш ялĕсене çитсе кĕтĕр…».

Пĕрле вĕренекенсем ыйтнипе эп пăлхана-пăлхана тав сăмахĕ каларăм:

— Эсир-çке пире аслă çул çине илсе тухрăр, пĕлỹпе ăс-хакăл патăр. Ăшри хĕлĕхсене вăратса пурнăç çине тарăнрах пăхма хал хушрăр. Шкул пире нумай вĕрентрĕ. Шкул çулĕ кĕске, ĕмĕр çулĕ вăрăм теççĕ. Хамăр, вĕрентекенсем пек пулса, тĕрĕс çулпа утса усăллă ĕç тума сăмах паратпăр, тупа тăватпăр. Тăван халăх умĕнче парăмра юлмăпăр.

…1901 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Кĕçĕн Елчĕкри 1 сыпăклă шкултан вырăс мар халăхсен 2 класлă училищине туса хураççĕ. Иван Яковлевич унта ятарлă пĕлỹ илнĕ пултаруллă учительсене — Я.В.Турхана (Турхан ялĕ), М.Д.Данилова, П.О.Афанасьева янă.

Чăваш шкулĕсен инспекторĕ И.Яковлев Кĕçĕн Елчĕкри учрежденине тĕрĕслеме, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашса кирлĕ пулăшу парас тĕллевпе пĕрре кăна мар килсе кайнă. Уроксем те ирттернĕ. Лайăх вĕренекенсене Чĕмпĕр шкулне йыхравланă. Вăл Кĕçĕн Елчĕкри шкула хăйĕн нумай справкинче ырăпа асăнать.

Яковлевпа унăн вĕренекенĕсен сумлă та пархатарлă ĕçĕсене асра тытса пурăнар, вĕсенчен тĕслĕх илер.

Анна ПОРТНОВА,
Галина ВЕНИКОВА,
Кушкăри вăтам шкул учителĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code