Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Апатран нумай килет

Апатран нумай килет

Пепке мĕнле аталанасси апатран нумай килет.

Ача кĕтни – кашни хĕрарăмшăн питĕ яваплă та черчен тапхăр. Йывăр çын чухне тем тесен те хĕрарăм икĕ чуншăн явап тытать. Çавăнпа та пур майсемпе те организма кирлĕ витаминсемпе микроэлементсем çителĕклĕ пулччăр тесе тăрăшмалла.

Пулас амăшĕн кунне 5-7 хутчен апатланмалла, 2 пин те 500, 2 пин те 800 калори кĕмелле. Сĕтел çинче тин тытнă пулă, тин пусса тирпейленĕ какай, ешĕл апат-çимĕç, улма-çырла, çĕрулми, çăкăр, пăтă пулмалла. Токсинсем организма кĕмелле мар.

Çу çителĕксĕр пулни пепкен нерв тытăмне кирлĕ пек йĕркелеме чăрмантарать. Çавăнпа та тухтăрсем пысăк пахалăхлă ĕне, олива, ÿсен-тăран çăвĕ, хăйма çиме хушаççĕ.

Витаминсене ăçта шырамалла-ха?

Ача кĕтнĕ вăхăтра хĕрарăм организмĕнче уйрăмах А, С, В1 тата В2 витаминсем çителĕксĕр. Варта пепке епле аталанасси, ÿсесси, шăнассинчен хÿтĕленесси вĕсенчен нумай килет.

С витаминпа пуян çимĕçсем – шăлан, хура хурлăхан, петрушка, симĕс сухан, цитруссем. А – пулă çăвĕ, кишĕр, кавăн, шпинат, çăмарта сарри, тăпăрчă, услам çу. В ушкăнри витаминсем мăйăрта, помидорта, пулăра, çăмартара, кăмпара, шÿтернĕ тулăра нумай.

Д витамина çуллă пулăра, çăмартара, сĕтре, шпинатра шырамалла. Рационра Е витаминпа пуян ÿсен-тăран çăвĕ, пĕрчĕллĕ культурăсенчен хатĕрленĕ апат, помидор, какай тата çăмарта пулмалла. Питĕ кирлĕ К витамин юн кĕвĕлнишĕн яваплă. Организм ăна шпинатран, вĕлтĕренрен, тĕслĕ тата шурă кучанлă купăстаран илет.

Ку тапхăрта хĕрарăмсене кăсăклантарма тивĕç апат-çимĕç шутне çаксем кĕреççĕ: хĕрлĕ-сарă тата хĕрлĕ пахча çимĕç /помидор, кавăн, кишĕр/, пĕрчĕллĕ /цельнăй/ тулă-кĕрпе таврашĕнчен /сĕлĕ, хуратул, перловка/ хатĕрленĕ пăтă, çăмарта, авокадо, мăйăр, шпинат, брокколи, йогурт, пăрçа йышши культурăсем /фасоль, чечевица, нут, пăрçа/, ĕне тата сысна какайĕ. Вĕсем ачан ăс-тăнне çивĕчлетеççĕ, шăмми-шаккине çирĕплетеççĕ, нерв тытăмне аталанма пулăшаççĕ.

И.СМИРНОВА,
районти тĕп больницăри акушер-гинеколог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code