Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > AGROS-595 комбайн туяннă

AGROS-595 комбайн туяннă

Аслă Таяпари Тамара Васильева хресчен /фермер/ хуçалăхне нумаях пулмасть AGROS-595 йышши вĕр çĕнĕ комбайн илсе çитернĕ.

Ÿсен-тăран культурисене 780 гектар çинче акса-лартса çитĕнтерекен хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çĕр ĕç культурисене туса илессинче усă курмалли мĕн пур техника çителĕклĕ. Хăватлă тракторсем – 5 единица, иртнĕ çул анчах КАМАЗ автомашина, хальхи йышши сеялка, комбайн та туяннă пулнă. Мĕн пуррипе лăпланса ларма хăнăхман Тамара Васильева малашнехи ĕçе тата ăнăçлă, чăрмавсăр йĕркелесе пырас тĕллевпе тепĕр комбайн туянма шут тытнине те каярахри вăхăта хăварман. Унсăр пуçне, 12 миллион хаклăх «уй-хир карапĕшĕн» банкран пĕр тенкĕ кивçен илмесĕр татăлма пултарнă вăл.

Сăмах май каласан, иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕ ÿсен-тăран культурисене туса илессипе республикăри фермерсем хушшинче сарăлнă ĕçлĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ: 560 гектар çинчен пурĕ 22600 центнер, 1 гектартан 40,3 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Кăçалхи çу тапхăрĕ шăрăх килнине кура тыр-пул тухăçĕ иртнĕ çулхине çитеймен, паллах. Ампар виçипе 1 гектар пуçне шутласан вăл вăтамран 28,8 центнерпа танлашнă. Апла пулин те кăçалхи çанталăк условийĕшĕн çакă япăх мар кăтарту.

Унсăр пуçне, кунта «иккĕмĕш çăкăр» та туса илеççĕ. Кăçал та çĕр улми лаптăкĕ 20 гектар йышăннă. Ăна 1 гектартан 190 центнер пухса кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code