Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > АПК валли – кадрсем

АПК валли – кадрсем

Республикăра «Фермер шкулĕ» ĕçе кĕни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене çĕнĕ производство уçма, ăна тупăшлă тытса пыма майсем туса парать. Кăçал «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проектне çĕршывра 15 регион хутшăннă. Шкул Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать.

Проект хута кайнăранпа «Фермер шкулĕнче» 460 çын пĕлĕвне ÿстернĕ. Çав шутран Чăваш Енре – 22-ĕн. Вĕсем çĕнĕ технологипе сыр пĕçерме, теплицăра пахча çимĕç çитĕнтерме, çырла туса илме вĕреннĕ. Сентябрьте республикăра «Фермер шкулĕн» иккĕмĕш тапхăрĕ йĕркеленнĕ.Ял бизнесне аталантаракан 20 çын сĕтрен юр-вар хатĕрлессине, пулă ĕрчетессине алла илнĕ. Çак тапхăрта вĕсем çĕршыври, республикăри паллă предприятисенче пулса ĕç-хĕлпе паллашнă, теорие ăса хывнипе пĕрлех практикăра ăсталăха туптанă. Нумаях пулмасть 2 уйăхлăх курс вĕçленнĕ. Халĕ фермерсем тăрăшсах проектсене хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code