Понедельник, 12 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение

65 çултан аслăрах çынсене пĕлсе тăма

Аслă ăрури çынсен сывлăхĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă нумай пурăнас килнипе çыхăннă, çав хушăрах унран пурнăç пахалăхĕ те килет: этем хăйне мĕнле туйни, таврара мĕн пулни-иртнипе кăсăкланни, хăй тĕллĕн çỹреме пултарни. Сывă та активлă пурнăç тапхăрне ỹстерес тĕллеве пурнăçлама 65 çулхи тата аслăрах çулхи граждансемшĕн яланхи медицина тĕрĕслевĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем

Подробнее

Çын пурнăçне çăлса хăварнă

Чăваш республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Сывлăх патне утăм" проектне халăх хаваспах йышăнчĕ. Терапевта, кардиолога, офтальмолога, оториноларинголога, дерматолога, акушер-гинеколога, стоматолога пĕрлештерекен ушкăн ялсенче пулнă май халăх сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслет. Çавăн пекех вырăнти сиплев учрежденийĕсенчи медсестрасемпе фельдшерсем те - пысăк пулăшу. Проект чир-чĕре иртерех тупса палăртса вăхăтлă сиплеме пуçлассине мала хурать.

Подробнее

Халăх тухтăрсене тав тăвать

Чăваш Республикинче республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе вăй илнĕ "Сывлăх патне утăм" социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта халăх ырласа йышăнать. Унăн тĕллевĕ - республикăра пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Ку проект пулăшнипе Елчĕкри тĕп больницăн специалисчĕсем кăçал вырăна 10 хут тухса 1375 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ. Тухтăрсем тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕрлĕ чир пуçламăшне тупса

Подробнее

Тĕп тĕллев — çынсен сывлăхне сыхласси

Чăваш Енри Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ пĕлтерет: Граждансене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли патшалăх гарантийĕсен программи (Программа) - çулсерен çĕнетекен документ, вăл медицинăн çĕнĕ çитĕнĕвĕсене пур çĕрте те практикăна кĕртмелли тĕп хатĕр пулса тăрать. Программăна "Вăрăм та хастар пурнăç" наци проекчĕн кăтартăвĕсене пурнăçламаллине шута илсе йĕркеленĕ. Çак документ патшалăх укçи-тенкипе усă курса

Подробнее

Васкавлă пулăшу çăл куçĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Сывлăх патне - утăм" проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ "Сывлăх пункчĕн" тата "Кардиопуйăсĕн" специалисчĕсем округсене тухма пуçласси пирки çырнăччĕ ĕнтĕ. Экспертсем - республикăн ертсе пыракан клиникисен кардиологĕсем А.Чермакова, Т.Русскова, Э.Васильевпа И.Розаренова неврологсем - йышăну йĕркеленĕ. Сывлăх тĕлĕшĕпе пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах вĕсем пациентсене пĕр тăхтаса тăмасăр УЗИне направлени

Подробнее

Юратнă ĕçре — 36 çул

Хăйсен шăпине медицинăпа çыхăнтарса пĕтĕм пурнăçне ăна халалланă çынсем пысăк хисепре. Мĕн пур ăсталăхне теприне сыватасси, халăха тивĕçлĕ пулăшу парасси çине яраççĕ вĕсем. Ĕçĕпе кăна мар, вырăнлă каланă ăшă сăмахĕпе те тыткăнлаççĕ шурă халатлă ĕçченсем. Людмила Гаврилова медицина сестри округри тĕп больницăри клиникăпа диагностика лабораторийĕнче 36 çул тăрăшать. Людмила Николаевнăна пархатарлă

Подробнее

«Сывлăх патне — утăм»

проекта халăх активлă хутшăнать. Ăна пуçарса янăранпа тухтăрсем вырăна тухса чылай çынна тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ. Ытларикун ку мероприяти Патреккел ялĕнче иртрĕ. Медицина ĕçченĕсем халăха ялти тухтăр амбулатори умне йыхравласа тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслев ирттерчĕç. Йышăну вăхăтĕнче юн пусăмĕ хăпарнă, холестерин шайĕ пысăк пулнă, глюкоза шайĕ хăпарнă, куç пусăмĕ ỹснĕ тата ытти тĕслĕхсене тупса

Подробнее

Ăшă сăмахпа та сиплеççĕ

Елчĕк округĕн тĕп больницин Убайдулла Бекмуратов ертсе пыракан терапи уйрăмĕнче пысăк опытлă медперсонал тăрăшать. Кашниех хăйне шаннă ĕçе тĕплĕн, чун хушнипе пурнăçлать. Эмелпе анчах мар, ырă та ăшă сăмахпа та сиплеççĕ вĕсем, пациента хавхалантарса унăн ыратăвне сиреççĕ, кĕске хушăрах самайланма пулăшаççĕ. Екатерина Ермолаева медицина тытăмĕнче 1987 çултанпа ĕçлет. Ирина Вастулова ку

Подробнее

Пархатарлă ĕçшĕн — тав!

Медицинăна чăннипех парăннă Елена Владимировна шаннă тивĕçе юратса пурнăçлать. Сăмахăм Патреккел ялĕнчи тухтăр амбулаторийĕнче тăрăшакан Елена Борисова медицина сестри пирки. "Мĕншĕн шăпах медицинăна суйласа илнĕ-ха эсĕ, Елена?" - ыйту çине вăл çапла хуравлать: - Тăван ялти - Элекçей Тимеш ялĕнчи 4 çул вĕренмелли шкул хыççăн тантăшăмпа Наталья Нестракановăпа Патреккелĕнчи 8 çул вĕренмелли

Подробнее

Мобильлĕ бригада çула тухрĕ…

Иртнĕ эрнере округра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Сывлăх патне утăм" проект старт илчĕ. Июнĕн 25-мĕшĕнче ир-ирех больницăн тата территори пайĕн администрацийĕн ĕçченĕсем Елчĕкри тĕп лапамра "Сывлăх пунктне" йĕркелеме пуçăнчĕç. Тăхăр сехет çитиччен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухас тĕллевлисен черечĕ те йĕркеленчĕ. Артери, куç пусăмне, ỹт-пĕве тĕрĕслеттересси, сахăр тата холестерин виçине

Подробнее