Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă ăру тимлĕхре

Аслă ăру тимлĕхре

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2018 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи тапхăрти наци тĕллевĕсем тата аталанăвĕн стратегиллĕ задачисем» указĕпе килĕшÿллĕн республикăра «Демографи» регион проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать.

Регионти проект нумай ачаллă çемьесене пулăшас, ачаллă хĕрарăмсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес, виçĕ çулчченхи пепкесене ача сачĕсемпе тивĕçтерес, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, сывлăха упрас, пурăнас кун-çула вăрăмлатас, аслă ăру çыннисен пурнăç шайне лайăхлатас, вĕсене физкультурăпа спорта явăçтарас, спорт кашни çыннăн пурнăç норми пулса тăтăр текен тĕллевсемпе ĕçлесе пырать. Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви регионти проекта хутшăнса чи малтанах сывлăхлă пурнăç тăсăмне 67 çула çитересси тесе палăртать. Çакă вăл ĕçлеме пултаракансенчен аслăрах çынсен вилеслĕхне чакарни, çураласлăхăн пĕтĕмĕшле коэффициентне ÿстерни. 2024 çул тĕлне этем ĕмĕрĕн вăтам тăршшĕ 78 çулпа танлашмалла, 2030 çул тĕлне – 80. Аслă ăру çыннисен активлăхне ÿстерес тесе Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Чи малтанах «Кĕмĕл волонтерсем» юхăма аталантарса граждансен пурăнас кун-çулне тăсса вĕсене культурăпа кану, физкультурăпа сывату мероприятийĕсене хутшăнтарасси пулса тăрать. Республикăра «кĕмĕл çÿçлисен» ресурс центрне уçнă та ĕнтĕ. Пирĕн районти ялсенче те харсăр та пуçаруллă, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене пулăшакан граждансем /55+ волонтерсем/ çук мар. Вĕсем те малашне çак тĕллевсемпе ĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех юлашки çулсенче ачаллă çемьесене тĕрлĕ тÿлевсемпе тивĕçтерни пурне те савăнтарать.

Районта сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансем йышлансах пыраççĕ. Тĕп стадионта-и е кирек хăш ялта та ватăсем урамсем тăрăх утаççĕ, «Улăп» бассейна шыва кĕме çÿреççĕ, районти кăна мар, республикăри тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Хĕл кунĕсенче ялсенче йĕлтĕрпе, конькипе ярăнмалли ятарлă площадкăсем пур. Шкулсенчи спорт залĕсенче те каçхи вăхăтра аслисене хапăл тăваççĕ. «Наци кросĕсене» хутшăнакансен йышĕнче 60,70,80 урлă каçнисем те пурри кăмăла çĕклет. Ваттисен çурчĕсенче пурăнакансем те хусканусăр пурнăç çуккине ăнланаççĕ, кунсерен пĕрлехи зарядка тăваççĕ.

Федерацин «Демографи» проекчĕ хăйĕн масштаблăхĕпе палăрса тăрать. Чи пахи – «Аслă ăру» проект ватă çынсен пурнăç пахалăхĕшĕн тăрăшни. Апла пулсан кашнийĕн хамăрăн сывлăхшăн тăрăшмалла, спортпа туслашмалла. Медицина учрежденийĕсене сывлăх паспортне илме кăна каймалла.

Е.МИХАЙЛОВА,
халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code