Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика 100 çулхи юбилейне паллă турĕ

Республика 100 çулхи юбилейне паллă турĕ

Тăван республика хăйĕн 100 çулхи юбилейне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин, РФ Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров, РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров чăваш халăхне чун-чĕререн ыррине палăртса сумлă юбилей ячĕпе саламланă.

Республика кунне паллă туни çулсерен социаллă пысăк объектсем уçăлнипе асра юлать. Кăçалхи уяв Шупашкарта хоккей центрĕ хута кайнипе те историре çырăнать.

Уяври тĕп лапамсем Шупашкар тата Хĕрлĕ Чутай районĕ пулнă. Анчах коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пуртан мероприятисене халăха йышлă пухса анлă йĕркелеме май килмен. Апла пулин те Хĕрлĕ Чутай çыннисене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев муниципалитета кайсах саламланă.

Çак кун Хĕрлĕ Чутайĕнче Çĕнтерÿ тÿремĕ, аллея, фонтан уçăлнă. Аллейăра çĕнĕ тротуарсем сарнă, чечек йăранĕсем ешереççĕ, амфитеатр, скейт тата воркаут лапамĕсем, тренажерсем вырнаçтарнă.

Уяв хуçисемпе хăнасем Çĕнтерÿ тÿремĕнче вăхăт капсулине хурса хăварнă. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисене асра тытма, Чăваш Ене юратма, унăн мухтавне ĕçпе çĕклеме чĕнсе çырнă çырăва 50 çултан, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 150 çул çитсен, уçма йышăннă. Олег Николаев муниципалитет ертÿлĕхне Хĕрлĕ Чутай çыннисем 1945 çулта Европăри çĕршывсен хулисене ирĕке кăларма хутшăннине çирĕплетекен документсене парса хăварнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code