Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вăрçă ачисене» пулăшаççĕ

«Вăрçă ачисене» пулăшаççĕ

Чăваш Енре 70 пин çын «вăрçă ачи» статуса илнĕ.

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле «Вăрçă ачисем çинчен» саккун йышăннă. Малтанласа саккунра вăрçă ачисене укçан пулăшу парассине тĕпе хуман, çитес вăхăтра вара ку енĕпе улшăну пуласси çинчен пĕлтернĕ.

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, регион ертÿçи Олег Николаев йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2021 çултан «вăрçă ачисене» укçан хавхалантарма палăртнă. Хальхи вăхăтра министерствăсемпе пĕрле саккуна улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Саккуна хушма пулăшу мерисемпе пуянлатассине ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕнче пăхса тухнă, общество членĕсем пĕр саслăн пулса ырланă.

ХАКЛАВ

Ирина АНИКИНА, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ:

– «Вăрçă ачисем» статуса çирĕплетнипе ветерансем кăмăлсăр пулма пултараймĕç. Çакăншăн вĕсем республика ертÿлĕхне тав тăваççĕ.

Асăннă саккун вăя кĕнĕренпе эпир 953 çынна «вăрçă ачи» пулнине çирĕплетекен удостоверени панă. Пурĕ унпа районта 2 пине яхăн çынна тивĕçтермелле.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн «Вăрçă ачисем» удостоверение 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çуралнă çынсене параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code