Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Калаçтаракан ыйту нумай

Калаçтаракан ыйту нумай

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă ыйтусен пĕлтерĕшĕ пысăк.

Малтанах муниципалитет пуçлăхĕсен тата муниципалитет служащийĕсен кунне халалласа утă уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе хальхинче Патăрьелĕнче пулса иртнĕ республика шайĕнчи мероприяти мĕнле иртнине пĕтĕмлетнĕ. Паллах, унта Елчĕк район команди те тĕрлĕрен ăмăртусемпе конкурссенче ыттисенчен кая мар тупăшнă. Спорт ăмăртăвĕсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем /Валерий Афанасьев – Аслă Елчĕк, Михаил Егоров – Лаш Таяпа, Сергей Солин – Çирĕклĕ Шăхаль/, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Ирина Никонова уйрăмах çивĕч кĕрешнĕ. Елчĕк команди юрă-ташăра та /илемлĕх ертÿçи – Зарема Князева/, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине асра тытса тулăх сĕтел хатĕрлессинче те ăста пулнине кăтартса панă.

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнчен старт илнĕ, республикăра кăçал 23-мĕш хут йĕркелекен «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ятпа иртекен ыр кăмăллăх марафонĕ вĕçлениччен шутлă кунсем анчах юлчĕç. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, ачалăха хÿтĕлес тата пулăшас тĕллевпе иртекен марафона районта йĕркелессишĕн яваплă Леонард Левый ку тĕлĕшри лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе хакларĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕ. Кашни ĕç коллективĕ марафон пухмачне мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывнине экран çинче – ятарласа хатĕрленĕ слайдра та уççăнах курма пулчĕ. Хальхи вăхăтра районĕпе илсен 153 пин те 651 тенкĕ пуçтарăннă, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 40 пин тенкĕ сахалрах. Район администрацийĕн пуçлăхĕ те оргкомитет председателĕн сăмахĕсем çумне хутшăнчĕ, пĕтĕмлетсе çакна палăртрĕ: «Юлнă вăхăтпа усă курса укçа-тенке иртнĕ çулхинчен кая мар пухса çитермелле. Ытти районсенчен кая юлни вара пире чыс кÿместех». Тепĕр енчен калас пулсан, марафон шучĕ çине пухăннă укçа-тенкĕ çĕре ÿксе çухалмасть – вăл хамăршăнах, пĕтĕмпех каялла муниципалитета таврăнать, унпа тĕллевлĕн усă кураççĕ: медицина учрежденийĕсенче ачасем валли питех те кирлĕ хатĕрсем туянма, нумай ачаллă, йывăр лару-тăрури çемьесене пулăшма, вĕсем валли эмелсем, вĕренÿ хатĕрĕсемпе тĕрлĕрен çи-пуç туянма каять.

Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров ял-йыш умĕнчи тепĕр çивĕч ыйтăва, йăлари хытă каяш çаврăнăшне йĕркелесе пырас тĕллевпе районти ялсенче контейнер площадкисене вырнаçтарас ыйтăва çĕклерĕ. Районта вĕсем 135 вырăнта, пурĕ 7 миллион та 793 пин тенкĕлĕх, пулмалла. Апла пулин те çав шутран хальлĕхе 7-шне анчах вырнаçтарайнине район администрацийĕн пуçлăхĕ сăлтав вырăнне хумасть, кирек епле ĕлкĕр, июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне çак ĕçсене вĕçлеме хушса каларĕ. Уйăх вĕçленсен пĕтĕмлетÿ пулĕ. Тĕрĕсех, хальхи вăхăтра хăш яла пырса ан кĕр – урам тулли миххи-миххи çÿп-çап купи куç тĕлне пулать. Вĕсенчен хăтăлма вăхăт.

Регион операторĕ – «МВК «Экоцентр» ОООн районти представителĕ Татьяна Адюкова йăлари хытă каяша турттарса тухнăшăн кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çирĕплетнĕ çĕнĕ тарифсемпе паллаштарчĕ. Çапла майпа хальхи вăхăтра 1 кубла метр çÿп-çапа турттарса тухнăшăн çирĕплетнĕ тÿлев виçи 456,02 тенкĕпе танлашать. Район центрĕнче пĕр çын пуçне шутласан – 76,76, ялсенче пурăнакансен 61,56 тенкĕ тÿлемелле. Тÿлевпе, паллах, вăхăтра та татăлмалла. Районта пурăнакан çынсен 62 проценчĕ хăйсем тивĕçлĕ укçа-тенке пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен регион операторĕн шучĕ çине вăхăтра куçарать.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ çинчен Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова чарăнса тăчĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code