Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Нейросетьпе усă курса

Нейросетьпе усă курса

Мошенниксем хăйсен ултав мелĕсене çĕнетсех пыраççĕ.

Вĕсем нейросетьпе усă курса телеграмра сирĕн ятăртан укçа ыйтса пĕлĕшĕрсене сасăллă хыпар яраççĕ. Ултав сирĕн телеграмри аккаунта хăйсен аллине илнинчен пуçланать. Унта кĕрсе вĕсем эсир янă сасăллă хыпарсене тишкерсе, нейросеть технологийĕсемпе усă курса сирĕн ятăртан хыпар хатĕрлеççĕ — сирĕн юлташăрсем çывăх çынсенчен укçа куçарма ыйтаççĕ.

Полици пайĕ граждансене сыхă пулма, улталанасран сыхланма, укçа ыйтса хыпар килсен тỹррĕн çыхăнса тĕрĕслеме сĕнет.

Людмила ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code