Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн ĕçне тĕпе хунă

Унăн ĕçне тĕпе хунă

Раççей Вĕренỹ академийĕн академикĕ Геннадий Волков халăх педагогикине никĕсленĕ май, хăйĕн нумай çыру ĕçĕнче И.Я.Яковлев еткерлĕхĕ çине таянса тимленĕ. Унăн ятне-сумне тĕрлĕ шайри ăслăлăх мероприятисенче çĕкленĕ. 1971 çулта чăваш çырулăхне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ конференцире те тухса калаçнă 44-ри наука докторĕ. Унта вăл докладне «Малалла, Яковлев патне!» чĕнỹпе вĕçленĕ. Анчах çак тата чĕрене хумхантаракан, вăй кĕртсе çунатлантаракан шухăшсем ертỹлĕхе килĕшмен пулĕ. Çав тери хĕсĕрленипе Чăваш Енрен тухса кайма тивнĕ Волковăн. Пурпĕр хуçайман ăна, 1971-1985 çулсенче хăйĕн ĕçне республика тулашĕнче малалла тăснă.

Геннадий Никандрович çутавçă çинчен пуçласа 1957 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче «Советская Чувашия» хаçатра статья кăларнă: «Собирать воспоминания об И.Я.Яковлеве». Пĕтĕмпе вара ун çинчен 50 ытла ĕç. «Правда», «Учительская газета», «Большая Российская энциклопедия», «Педагогическая энциклопедия» изданисем таранах. Хăйĕн Яковлев кун-çулĕпе çыхăннă пĕтĕмĕшле ĕçĕ темелле-и — 1998 çулта 350 страницăллă «Судьба патриарха» кĕнеке кăларнă.

Академикăн И.Я.Яковлев çинчен çырнă статйи (1958 çулхи июлĕн 25-мĕшĕ) «Колхоз ялавĕ» хаçатра та пичетленнĕ. Ăна нимĕн те улăштармасăр паллашма сĕнесшĕн сире.

Чăваш халăхне çутта кăларассишĕн кĕрешнĕ çын

Кăçал чăваш халăхĕ тăванла ытти халăхсемпе пĕрле хăйĕн аслă çынни — И.Я.Яковлев çуралнăранпа 110 çул тултарнине паллă турĕ.

И.Я.Яковлев ĕçĕсем çинчен шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: ăçта кăна çитмен-ши вăл, кирек ăçта пурăнакан чăвашсемшĕн те мĕн тери ырă ĕçсем туман-тăр. И.Я.Яковлев, Чăваш шкулĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕскер, кашни çулах темиçешер уйăх чăваш ялĕсенче ирттернĕ. Çав шутрах вăл хальхи Елчĕк районĕнче те темиçе хутчен пулнă.

Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Кĕçĕн Елчĕкри пĕр класлă шкула И.Я.Яковлев 1880 çулта уçнă. Анчах юлашки вăхăтра архивра çакăн пирки чылай иккĕлентерекен документсем тĕл пулма тиврĕ. Ку вăл — Афиноген Степанович Скворцов свидетельстви. Ку свидетельствăра «А.С.Скворцов 1871 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче çуралнă, Кĕçĕн Елчĕкри пĕр класлă училищĕрен вĕренсе тухнă, ун çинчен 1881 çулхи 31 августра çак свидетельствăна панă», — тесе çырнă. Апла пулсан, Елчĕк шкулĕ хăйне официальнăй йĕркепе уçичченех ĕçлеме пуçламан-ши?

Архиври документсем И.Я.Яковлев Кивĕ Эйпеçе Алексей Рекеев патне час-часах килсе кайнине кăтартаççĕ. Çула май вăл, паллах, Елчĕке те кĕрсе тухма пултарнă. Анчах кун çинчен калакан хутсем çук. Аслă педагог Елчĕке килсе кайни çинчен калакан 1883 çулхи пĕр документ сыхланса юлнă. Ку вăл тĕрĕслев акчĕ евĕр хут. Ăна Яковлев хăй аллипе çырнă. Çапла вара, чăвашсен паллă педагогĕ Елчĕке пĕррехинче (тен, пĕрремĕш хут та пуль!), 1883 çулта çулла, 75 çул каялла килсе кайнă.

Кĕçĕн Елчĕк шкулĕнче мĕнле вĕреннине тишкерсе И.Я.Яковлев 1882-1883 вĕренỹ çулĕнче арифметикăпа, тăван сăмахпа, закон божипе — кĕçĕн отделенинче; вулассипе, арифметикăпа, священнăй историпе — вăтам отделенинче мĕн чухлĕ вĕреннине çырать. «Арифметикăпа — кĕçĕн отделенинче, — тет И.Я.Яковлев, — пĕрремĕш страницăран пуçласа вăтăрмĕшне çитнĕ; вăтам отделенинче 131 страница вуласа çитнĕ: вырăсла тата чăвашла паллăрах кĕлĕсене пĕлеççĕ… И.Я.Яковлев тăван сăмахпа Водовозов кĕнекинчен мĕн ятлă калавсемпе статьясем вуласа тухнине питĕ тĕплĕн çырса пĕлтерет. Аслă педагог çырса хăварнă хут ĕлĕк вĕрентỹ ĕçĕ Елчĕкре педагогика хушнă йĕркепе пулса пыманнине аванах кăтартать. Çавăнпа та, паллах, И.Я.Яковлев пек ăслă, нумай пĕлекен çынсем киле-киле ăс парса кайни шкул ĕçне лайăхлатма май панă.

Сăмах май калас пулать, И.Я.Яковлевăн çывăх тусĕ В.И.Ленинăн ашшĕ — И.Н.Ульянов та Елчĕк çыннисем вĕреннипе май пур таран интересленнĕ, пулăшма та тăрăшнă. Сăмахран, И.Н.Ульянов хăйĕн икĕ çырăвĕнче Елчĕк çыннисене аса илет. 1874 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче вăл Тетĕш уезчĕн земски управинчен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен вунтăватă çулхи Иван Яковлевич Зайцева (Акчел ялĕ), вунвиç çулхи Гаврил Архипович Скворцова (Аслă Елчĕк ялĕ) стипенди уйăрса пама ыйтать.

1875 çулхи мартăн пĕрремĕшĕнче — çавăнтах янă хутĕнче И.Н.Ульянов Акчел çыннине Захар Ястребова асăнать.

Çак кĕске заметкăна вĕçлесе, манăн Елчĕкре вĕренекенсене, уйрăммăнах Кивĕ Эйпеç çыннисене, чĕнсе акă мĕн калас килет: май пур таран епле пулсан та И.Я.Яковлевпа çыхăннă материалсене пуçтарас пулать, вăл киле-киле кайнине астăвакансен асаилĕвĕсене çыра-çыра илес пулать.

Г.ВОЛКОВ,
И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш государство педагогика институчĕн доценчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code