Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Практикăра — пулас медиксем

Практикăра — пулас медиксем

Вĕреннине ĕçпе çирĕплетни вырăнлă.

Елчĕкри тĕп больницăра опытлă наставниксем ертсе пынипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 3-мĕш курс студенчĕсем практика тухаççĕ.

Ку вăл питĕ кирлĕ тапхăр. Пулас сывлăх хуралçисем теорине практикăпа çыхăнтарнă май, пациентсене сăнаса тăрассипе, диагностикăпа сиплев процедурисене хутшăнассипе, профилактика калаçăвĕ йĕркелессипе опыт пухаççĕ.

Надежда Уркова тĕп тухтăр практикантсемпе тĕл пулнă май çакна палăртнă:

— Эпир сире питĕ хаклатпăр, нумайăшĕ, уйрăмах тĕллевлĕ вĕренекенсем, пирĕн пата килессе шансах тăратпăр. Пытарма кирлĕ мар, кунта çамрăк кадрсем питĕ кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code