Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Инсульт çамрăкланать

Инсульт çамрăкланать

Инсульт — пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлни. Ăна пула пуç мимин клеткисем вилеççĕ, çын хăй те вилме пултарать.

Тухтăрсем ишеми (пуç артерине тромб хупланипе пуç мимине кислородпа пуян юн çитеймест) тата гемморраги (юн тымарĕ татăлнипе юн пуç купташкине юхса тухать) инсульчĕсене уйăраççĕ.

Инсульт паллисем: çыннăн пичĕн пĕр енĕ, аллипе ури туйми пулаççĕ. Вăл ура çинче тăраймасть, ăнланмалла мар пуплет, çын каланине те ăнланмасть. Куçĕ япăх курма тытăнать, пуçĕ çаврăнать, хăй тĕллĕн тỹрĕ утаймасть, пичĕ чалăшать, пуçĕ вăйлăрах та вăйлăрах ыратать, лĕклентерет, хăсма пуçлать.

Инсультран аптăранисенчен 25 проценчĕ çамрăксем, ачасем пулни çинчен пĕлтереççĕ неврологсем. «Çамрăк» инсультăн сăлтавĕсем мĕнле-ха? Çыннăн çу ылмашăвĕ тĕрĕс мар, холестерин шайĕ ỹсет, самăрланнипе аптрать, эрех-сăра ĕçет, пирус туртать е вăл чĕре тата юн тымар патологийĕсемпе çуралнă.

Пуçа амантни — инсультăн сăлтавĕсенчен пĕри.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code