Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесен пурнăç шайне тĕпчеççĕ

Çемьесен пурнăç шайне тĕпчеççĕ

2024 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 9-мĕшĕччен республикăра халăхăн тупăшĕ тата социаллă программăсене епле хутшăнни пирки суйласа илсе тĕпчеççĕ. Ку чухне пурăнмалли условисем, социаллă пулăшу мерисене илекен çемьесен пурлăх лару-тăрăвĕ çинчен информаци паллă пулĕ.

Ыйтăма Раççейри 60 пин кил хуçалăхĕ хутшăнать, Чăваш Енре вара — 576. Тĕпчесе пĕлме республикăри 7 хулана суйланă: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ тата Етĕрне. Çавăн пекех 10 муниципаллă округа палăртнă, вĕсен хушшинче Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шупашкар тата Етĕрне округĕсем.

Интервьюерсем çынсене хăйсен паспортне, ятарлă удостоверенине кăтартĕç. Ыйтса пĕлнĕ информацие сăнав бланкĕсене тултарĕç. Ыйтусене хуравланă чухне респондентсенчен документсем ыйтмĕç. Халăхран илнĕ информаци конфиденциаллă, ăна ыттисене пĕлтерме юрамасть.

Сăнав пĕтĕмлетĕвĕ адреслă социаллă пулăшăва ỹстермелли социаллă политика мерисене планлама, ĕçлекенсем, пенсионерсем, инвалид ачаллă çемьесем хушшинчи чухăнлăха чакарма тата нушаланакансене пулăшу пама кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code