Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тухтăр – орден кавалерĕ

Тухтăр – орден кавалерĕ

Чылай çул каялла Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче «Энциклопедия Пензенской, Саратовской, Ульяновской областей» кăларăмпа паллашма тÿр килнĕччĕ. Унта çав регионсенчи ятлă-сумлă чăвашсем çинчен çырса кăтартнă.

Пултаруллисен йышĕнче Елчĕк тăрăхĕнчен тухнисем те пур. «К» сас палли страницинче Карсаков Николай Петрович çинчен вуласа пĕлтĕм. Тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе иртнĕ кунсенче хăйĕнпе çыхăнма май пулчĕ. Анчах тÿрех хыпар-хăнар пĕлтерес шухăш çине тăмарĕ-ха вăл – кăмăлне уçма сахал мар ÿкĕтлеме тиврĕ. Пĕрлехи калаçуран вара çакă курăнать…

Николай Карсаков 56 çул каялла Кавал ялĕнче кун çути курнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Тутар Республикинчи Пăвари медицина училищинче пĕлÿ пухать. Çар службинче санинструктор тивĕçне пурнăçлать. 1992 çулта Хусанти медицина институтне пĕтерсен Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе юсанмалли 9-мĕш колонире 5 çул тĕп тухтăр – медсанчасть начальникĕнче вăй хурать.

Н.Карсаков – хĕрÿ точкăра пулнă ветеран: 1995 çулта Ульяновскри ОМОН йышĕнче Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрусене хутшăннă. Оперативлă çар заданийĕсене пурнăçлассинче хăюлăх кăтартнăшăн тухтăра «Паттăрлăхшăн» орденпа наградăланă. Çакăн пирки тĕплĕнрех чарăнса тăма ыйтсан:

– Нимех те каламалли çук, – терĕ çеç.

Черетлĕ çар службинчен таврăнсан пирĕн ентеше Ульяновск облаçĕн Шалти ĕçсен министерствин медицинăпа санитари чаçĕн аслă санитари тухтăрĕ пулма çирĕплетеççĕ, каярахпа – тĕп санитари врачне. Çулсем иртнĕ май медицина службин майорĕ облаçри айăплава пурнăçлакан Управленине ĕçлеме куçать, унтанах тивĕçлĕ канăва тухать.

2004 çулта Николай Петрович «Дезинфекционная компания «Гигиенист» сахал яваплă общество йĕркелет тата ертсе пырать. Коллектив тĕрлĕ кăткăс объектсене дезинсекцилес, дератизацилес тата дезинфекцилес тĕлĕшпе Ульяновск хулипе облаçĕнче кăна мар, Тутарстанра, Мускавра, Мускав, Пенза, Саратов облаçĕсенче те пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерет. Çуллахи тапхăрта «Гигиенист» ĕçченĕсем тĕрлĕ инфекци вăй илесрен кану тата спортпа сывлăх лагерĕсенче чылай мероприяти пурнăçлаççĕ.

Калаçăвĕпе Николай Петрович сăпайлă, ырă кăмăллă çын пулни палăрчĕ. Çакна вăл пурнăçра та çирĕплетсе пырать иккен: предприяти шутĕнчен сахал тупăшлă çемьесене, хĕрÿ точкăсенче пулнă участниксене, йывăр чирлекен йĕрке хуралĕн ветеранĕсене… пулăшу кÿрет. 2017 çулта Шалти ĕçсен Ульяновскри управленине «Право йĕркин хуралĕнче» палăк туса лартма укçа-тенкĕ уйăрать. Шкулсенче патриотла воспитани парассинче те кĕтнĕ хăна вăл.

Общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн Н.Карсакова Ульяновск облаçĕн губернаторĕн Тав çырăвĕпе, «Совет милицине – 100 çул», «Патриотла ĕçе активлă хутшăннăшăн» медальсемпе чысланă. «Гигиенист» предприятие «Золотые страницы России. Ульяновск и Ульяновская область» /2010/ альманаха, «Люди Ульяновска и Ульяновской области» /2013/ кĕнекене кĕртнĕ.

Николай Карсаков та, ĕçтешĕсем те наградăшăн çунмаççĕ.

– Пиртен пулăшу илнĕ çынсен савăнăçлă кулли – пирĕншĕн чи пысăк награда, – тулли кăмăлпа сăмахне вĕçлерĕ Кавал ачи.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code