Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуралаççĕ, мăшăрланаççĕ…

Çуралаççĕ, мăшăрланаççĕ…

Кашни çын хăйĕн пурнăçне çак çуртран пуçлать те çакăнтах вĕçлет. Гражданла тăрăм акчĕсене çыракан орган /ЗАГС/ обществăра курăмлă вырăн йышăнать. Çут тĕнчене килекен çĕнĕ çынна кунтан пĕрремĕш документ – çуралнине ĕнентерекен свидетельство параççĕ. Пурнăç иртнĕçемĕн унтах вăл хăй мăшăрлă пулнине çирĕплетет, каярахпа тĕрлĕ савăнăçлă пулăмсене /ывăл-хĕрĕсем çуралсан/ регистрацилет, ĕмĕрĕн вĕçĕнче те вăл вилни çинчен пĕлтерекен документа кунтанах параççĕ. Ытти гражданла тăрăмĕн акчĕсене те йышлă çыраççĕ кунта. Професси уявĕ умĕн район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕпе Н.Баймушкинăпа кăçалхи демографи лару-тăрăвĕ пирки калаçрăмăр.

– Надежда Петровна, Çĕнĕ çула кĕресси те шутлă кунсем юлчĕç. Вунпĕр уйăхри лару-тăру еплерех-ши?

– Кăçалхи 11 уйăхра ЗАГС пайĕ гражданла тăрăм çинчен çырнă 528 акта регистрациленĕ. 101 ача /60 арçын ача тата 41 хĕр ача/ çуралнă. Нимĕн те калаймăн, районта ача çураласси чаксах пырать. «Çĕнĕ кайăксенчен» 28-шĕ пĕрремĕш пепкесем пулнине шута илнĕ. 31-шĕ иккĕмĕш ачасем, 33-шĕ виççĕмĕшсем, 7-шĕ – тăваттăмĕшсем, 1 çемьере – 5-мĕш ача, 1 çемьере 6-мĕш ача çуралнă. Районта кăçал 2 йĕкĕреш çуралнине регистрациленĕ. Ашшĕ кам пулнине çирĕплетекен 15 акт, çын ятне улăштарни çинчен 9 акт çырнă.

– Паянхи ачасен ячĕсем те хăйне евĕрлĕ хитре те янăравлă, Валя, Надя, Гена, Володя… ятсенех илтме çук.

– Кашни çыншăн хăйĕн ятĕнчен илемли çук, паллах. Асанне-кукамайсене чăваш ячĕсене хунă пулсан, пирĕн аннесен ячĕсемех вырăсланнă. Халĕ хăш-пĕр ятсем чĕлхене «хуçаççĕ». Калăпăр, ноябрь уйăхĕнчи хăйне евĕрлĕ ятсем – Стефания, Эванджелина. Хĕр ачасене ытларах Виктория, София, Анна, арçын ачасене Демид, Артем, Богдан, Дамир ятсем суйласа илеççĕ.

– Хальхи вăхăтра православи тĕнне ĕненекенсем Раштав типпи тытаççĕ. Апла пулсан туй тăвакансем сахалтарах?

– Чăнах та, çапла. Типпе кĕриччен кăна 4 мăшăра регистрацилерĕмĕр. Январĕн 7-мĕшĕччен çемье чăмăртакансем çук.

Кăçал районта 68 мăшăр пĕрлешнĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен сахалтарах. Уйрăлакансен йышĕ ÿссех пыни кăмăла хуçать. 24 мăшăрăн сукмакĕ икĕ енне уйрăлнă.

– Хурлăхлă статистикăна та пĕлес килет…

– 11 уйăхра районта 310 çын /150 арçын, 160 хĕрарăм/ çĕре кĕнĕ. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 20 çын сахалтарах.

– Надежда Петровна, ЗАГС пайĕн ытти тивĕçсем те нумай…

– Эпир юридици пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те пурнăçлатпăр. ЗАГС пайĕ гражданла тăрăм çинчен çырнă актсене тÿрлетÿсемпе улшăнусем кĕртессипе 118 заявление пăхса тухса тивĕçтернĕ. Çавăн пекех свидетельствăсене çĕнĕрен çырасси, гражданла тăрăм акчĕсене патшалăх регистрацийĕ туни çинчен справкăсем парасси пирĕн кулленхи ĕç пулса тăрать. ЗАГС пайĕ ялан пурнăçпа тан утать, унăн ĕçне çĕнĕ технологисене кĕртсех пыратпăр. Акă, кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çĕнĕ информаци тытăмĕ – ЗАГСсен пĕрлехи патшалăх реестрĕ вăя кĕчĕ, çавна май пирĕн ĕç тата хушăнчĕ. Чи пахи – ĕçе автоматизациленĕрен ЗАГСран илекен кирек мĕнле çăмăллăхăн та вăхăчĕ кĕскелни.

– Граждан тăрăмĕн акчĕсене çырнипе пĕрлех эсир тăтăшах хăвăрăн чаплă та хăтлă керменĕрте уявсем йĕркелеме те майсем тупатăр.

– Эпир районти ача ятне хурассипе, çемьесене, вĕсен ырă йăли-йĕркисене, çемье хаклăхне çирĕплетессипе, амăшĕпе ашшĕн хисепне ÿстерессипе тĕрлĕ тĕл пулусемпе уяв каçĕсем йĕркелетпĕр. Унта яланах район, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнни те уяв пĕлтерĕшне ÿстерет. Уйрăмах чылай çул пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса, алла-аллăн тытăнса пурăнакан мăшăрсене, ĕçпе хисепе тивĕçнĕ сумлă ватăсене, кĕмĕл, ылтăн, бриллиант туйĕсен кĕрекисене ларакансене чыслассине тĕпе хуратпăр. Тĕл пулура нумай ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă ашшĕпе амăшне ачисем тав тунă май савăнăç куççулĕ те сăрхăнса тухать.

– Уяв умĕн Сирĕн пĕрле ĕçлекенсене, унччен çын çуралнипе, мăшăрланнипе, вилнипе, пурнăçри тата ытти пулăмсемпе çыхăннă актсене регистрацилессипе тăрăшнă ял совечĕсен специалисчĕсене саламласах килет пулĕ?

– Паллах. 2003 çулччен çуралнине, мăшăрланнине, çын вилнине ял совечĕсенче регистрациленĕ. Çак яваплă ĕçре тăрăшнă сумлă та пысăк тавра курăмлă ветерансене, ЗАГС органне чылай çул ертсе пынă, халĕ тĕп эксперт специалистра тăрăшакан В.Спиридоновăна, И.Патшина тирпейлÿçĕне уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей, юрату, çемьере килĕшÿ сунатăп. ЗАГС органне ырă та савăнăçлă хыпарпа кăна пымалла пултăр сирĕн, хаклă вулаканăмăрсем.

В.КИРИЛЛОВА калаçнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Баймушкина тата В.Спиридонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code