Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ака ĕçĕн пуçламăшĕ ăнăçлă

Ака ĕçĕн пуçламăшĕ ăнăçлă

Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2392 гектар çинче (14 процент) акнă. ЧР Ял хуçалăх министерствин оперативлă сводкине тишкерес пулсан та, ака ĕçĕсене пурнăçлассипе Елчĕксем хальхи вăхăтра республикипе илсен чи малтисен ретĕнче.

Юлашки кунсенчи ĕç тухăçлăхлăхĕ уйрăмах «Яманчурино» сахал яваплă юлташлăхра пысăк пулнине куратпăр. Кунта чи малтан 250 гектар çинче пăрçа акса хăварнă. Вăрлăха варăнтарнă лаптăкшăн юлашкинчен çĕре витермелле çумăр çуни шăпах вăхăтлă пулнă та — асăннă лаптăкри çак культура шăтма-сăмсаланма та тытăннă ĕнтĕ.

Ĕнерхи кун тĕлне илсен, ял хуçалăх предприятийĕнче акнă лаптăксем тата ытларах — 350 гектар пулнă. Черетлĕ çур акире пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 1470 гектар çинче акса хăвармалла. Ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма вĕсен майсем те çителĕклĕ. Уй-хире пĕр харăс 2 единица ака комплексĕ тата 2 сеялка тухать. Хăватлă ял хуçалăх техники шанчăклă çынсен аллинче пулни те ĕç-хĕл ăнăçлă йĕркеленессе шантарать. Ака комплексĕсемпе ĕçлеме Юрий Комиссаровпа Юрий Шуварова, сеялкăсемпе — Владимир Черновпа Юрий Сергеева çирĕплетнĕ. Владимир Рахмуллин директор хальхи вăхăтра уй-хир ĕçĕсенче хăватлă техикăсемпе усă курнине пăхмасăр, çын факторĕ тĕп вырăнта пулнине палăртать.

Юлашки çулсенче уйрăмах, кунта çĕр ĕç культурисене туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал та йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи лайăх вăрлăхсемпе усă курса пысăк лаптăкра акса хăварассине хăйсен тĕп тивĕçĕ тесе йышăннă вĕсем. Малашне тĕш тырă культурисен тата нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе тата сутассипе ятарласа ĕçлеме хатĕрленекен ял хуçалăх предприятийĕнче тĕрлĕрен институтсемпе çирĕп çыхăну йĕркелесе черетлĕ çур акире усă курма 80 тонна ытла супер элита тата элита вăрлăхсем туяннă.

Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне, округĕпе илсен, кĕр тыррисен — 68, нумай çул ỹсекен курăксен 62 процентне минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Кĕр тыррисене — 2328 (45 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 6217 гектар çинче (72 процент) нỹрĕк тытнă. Пурĕ 3292 гектар (13 процент) çĕре кăпкалатнă. Пĕр çул ỹсекен курăксене 576 гектар (15 процент) акнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хальлĕхе «Комбайн» ЯХПКра — 272, «Прогресс» АХОра — 265, «Сатурн» ЯХПКра — 236, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 100, «Рассвет» ЯХПКра — 90 гектар, В.Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче — 60, В.Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 50 гектар акнă. Ытти ял хуçалăх организацийĕсенче те ака ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code