Иртнĕ кунсенче эпир «Елчĕксем» юрă ушкăнĕ йĕркелесе Çĕрпỹ тăрăхĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнче концерт лартса килтĕмĕр.

Асăннă ушкăнра Николай Малышкин, Вячеславпа Леонид Захаровсем тата Олег Александров юрра-кĕвве юратакансем пулчĕç. Кăнтăрла ирттерме палăртнă концерта вăхăтлă çитнĕ май, пире вырăнти «Çавал» ансамблĕн пикисем çăкăр-тăварпах кĕтсе илчĕç. Илемлĕ те хăтлă культура çуртне артистсене курма тесе ял çыннисем чылаййăн пухăннă.
Икĕ сехете яхăн пынă концерта Николай Малышкин ăста ертсе пычĕ, куракансен кăмăлне шỹтсемпе те çĕклерĕ.
Пирĕн тĕл пулу программи «Тăван, сана юратса тăсса ятăм купăса» ятпа иртрĕ. Ăна ашшĕпе ывăлĕн — Вячеславпа Леонид Захаровсен «Тăсса ятăм купăса…» çĕнĕ юрăсемпе сăвăсен кĕнеки пичетленсе тухнă ятпа йĕркеленĕ. Сăлтавĕ ку çеç те мар. Леонид Вячеславович Пысăк Чăрăш ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Çавал» ушкăнпа 5 çул хушши ĕçлет. Уçă саслă хĕрсемпе ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе сахал мар хутчен савăнтарнă, ытти тăрăхра та хапăл вĕсене. Хальхинче çĕнĕ кĕнекери юрăсемпе паллаштарчĕç куракансене.
Хаваслăхпа тулнă вăхăт хăвăрт иртрĕ. Ямаш территори пайĕн начальникĕ Кронид Николаев пире ăшă сăмахсемпе тав турĕ, Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Кăмăллă тĕл пулăва пурте пĕрле чăваш халăх юррисене юрланипе тата саккăрла таптарса ташланипе вĕçлерĕмĕр. Çула тухас умĕн вĕри чейпе, тутлă апат-çимĕçпе хăналани те кăмăла çĕклерĕ.
Олег АЛЕКСАНДРОВ.
Анатри Тимеш ялĕ.

