
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене шкул ачисем те хастар пулăшаççĕ. Вĕренекенсем çырнă çырусем пирĕн ентешсен чунĕсене ăшăтнипе пĕрлех хăйсене тăван тăрăхра тỹсĕмсĕррĕн кĕтнине туйма та май параççĕ. Кушкă шкулĕнче салтаксем валли маскировка тетелĕ çыхасси тата окоп çуртисем хатĕрлесси хĕрỹ пырать.
— Окопри çуртасем хĕллехи каçсенче тăван кил, çемье ăшшине аса илтерччĕр. Усăллă пулнипе пĕрле вĕсем вăй-хăват, чун канăçлăхĕ парнелеччĕр. Салтаксене пулăшу парса эпир те, ачасем, пĕрле çĕнтерĕве çывхартатпăр, — теççĕ вĕренекенсем.
Е.ПЕТРОВА.

