Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун-чĕрипе халĕ те ĕçре

Чун-чĕрипе халĕ те ĕçре

Тÿскел ялĕнче пурăнакан Владимир Борисов районти юсавпа техника предприятийĕнче пĕр улшăнмасăр 38 çул вăй хунă, малтан слесарь, ун хыççăн газоэлектросварщик пулнă.

Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа тата чунтан юратса пурнăçланă вăл, пысăк коллективри ытти ĕçтешĕсем хушшинче хисеп çĕнсе илнĕ. Владимир Алексеевич обществăлла ĕçсенче хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Сельхозтехникăн çав çулсенче хăйĕн хорĕ пулнă, вăл унта та юрланă.

– Манăçмаççĕ çав çулсем, çĕршыв чăл-пар саланнă çулсенче Сельхозтехника арканни пуçа вырнаçмасть халĕ те, – тет вăл.

Унăн ашшĕ – Алексей Васильевич та юсавпа техника предприятийĕнче нумай çул ĕçлесе хăйĕн хыççăн ырă ят хăварнă. Вăл электрик, автоэлектрик пулса вăй хунă. «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ «МТС – 85 çулта» ятпа конкурс ирттернине – иртнĕ ырă вăхăтри юсавпа техника предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă материалсене пухнине пĕлсен Владимир Борисов килĕнче упранакан ашшĕн тата унпа пĕрле кунта ĕçленĕ ытти çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене редакцие илсе килчĕ. Вĕсем хаçат страницинче «Кивĕ сăн ÿкерчĕк аса илтерет» ятпа вырăн тупрĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code