Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурс çĕнтерÿçисем

Конкурс çĕнтерÿçисем

Аса илтеретпĕр: Елчĕкре МТС йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине халалласа «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа юсавпа техника предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата унăн çыннисем çинчен тĕрлĕ жанрпа çырнă статьясене пĕрин хыççăн тепĕрне кун çути кăтартрĕ. Хаçат страницисенче çав çулсенчи хĕрÿ ĕç вăхăтне сăн ÿкерчĕксенче сăнласа панине те курма пулчĕ.

Нумай çул çак предприятире – «Сельхозтехникăра» ĕçленĕ, Акчел ялĕнче пурăнакан Владимир Московский таврапĕлÿçĕ Елчĕкри МТС кун-çулĕ, ăна аталантарас ĕçре пиçĕхнĕ çынсем пирки çырса кăтартнă «Колхозлă юхăм» статья нумай çын кăмăлне тивĕçтерни паллă пулчĕ. Çакна шута илсе унăн материалĕ чи лайăххи – 1-мĕш вырăна тивĕçлĕ тесе йышăнтăмăр. Елчĕкри Николай Алексеевăн «Пĕрремĕш тракторист» хаçатри материалĕ – 2-мĕш, Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Алимпия Фоминан «Яланах пирĕн асăмăрта» статйи 3-мĕш пулнине палăртрăмăр. Тÿскелĕнчи Владимир Борисовăн килти архивĕнчи сăн ÿкерчĕкĕсем те конкурс пĕлтерĕшне питĕ ÿстерчĕç. Конкурса хутшăнма кăмăл тунă ытти авторсене те – тав сăмахĕ. Сирĕн аллăрти калем нихăçан та ан мăкалтăр, яланах çивĕч пултăр.

Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе, парнесемпе чысларăмăр. Вĕсене ку енĕпе хавхалантаракана, 1996-2001 çулсенче юсавпа техника предприятине ертсе пынă Петр Ефимова та пысăк тав.

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code