Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Прививка – шанчăклă мел

Прививка – шанчăклă мел

Районта коронавирус инфекцийĕнчен массăллă вакцинаци тăвасси малалла пырать.

Хальхи вăхăтра районта вакцинацин пĕрремĕш тапхăрне 600 çын ытла хутшăннă, 379-шĕ вакцинацие вĕçленĕ. Вĕсен йышĕнче медиксемпе социаллă ĕçченсем, педагогсем ытларах.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пуçарулăх кăтартса «Спутник V» вакцинăпа прививка тутарнă. «Коронавирус инфекцийĕ сарăлас лару-тăру йăвашланса пырать пулсан та лăпланма кирлĕ мар. Тăтăшах ĕçлĕ тĕл пулусене тухса çÿренĕ май тĕрлĕ ăрури çынсемпе тĕл пулатăп. Çавăнпа та прививка тăвасах терĕм. Вакцинаци коронавирусран сыхланмалли чи лайăх мел тесе шутлатăп», – палăртнă вăл.

Аса илтеретпĕр, иммунизацие килтен тухмасăрах, патшалăх çăмăллăхĕсем кÿрекен порталти уйрăм кабинетра е поликлиникăн регистратурине шăнкăравласа е хăвăрăн участокри терапевт урлă çырăнма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code