Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çуркунне вăранать, тĕрлĕ ĕç хушăнать

Çуркунне вăранать, тĕрлĕ ĕç хушăнать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе черетлĕ ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта район пурнăçĕнчи тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

Тасамарлăх «чĕрĕлет»

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Хула хутлăхне хăтлăлатасси» проекта анлă çул парас тĕллевпе пĕтĕм Раççей шайĕнче субботник иртет. Анчах ял çынни çав куна кĕтсе кĕрĕк арки йăваласа ларасах çук. Куратпăр: юр хăвăрт ирĕлсе пынă май пĕтĕм çÿп-çап çиеле тухать. Çавна май уйрăм кил-çурт, лавкка, учреждени, урăхла каласан, мĕнпур харпăрлăх формиллĕ организацисен территорийĕсем кунсерен тасалăхра пулма тивĕç. Леонард Васильевич вырсарникун районти хоккей площадкисене пăхса çаврăннă май унти тасамарлăх пирки те пайăррăн асăнчĕ. Вĕсенчи контейнерсем тулса ларнă. Çав вăхăтрах юнашартисемпе, пушшисемпе, усă курма «пĕлменни» тĕлĕнтерет: çÿп-çап сапаланса выртать.

Ялсенче хытă каяша вăхăтлăх вырнаçтарма лайăх площадкăсем туса лартрĕç. /Унашкалли чылай районта çук/. Çапах та кунта та пуррипе кирлĕ пек усă курасшăн мар хăшĕ-пĕри: çÿп-çапа пушă контейнера пăрахмасть, унпа юнашар лартса хăварать. Ку енĕпе йĕрке пултăр тесен малтан чун-кăмăлта тасату кирлĕ иккен.

Ĕçсен калăпăшĕ пысăк

«ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество директорĕ Вячеслав Сядуков хальхи вăхăтра шыв-шура хирĕçле туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ. Коллектив автоçулсем урлă хывнă 304 пăрăха пăхса тăрать, вĕсене шыв юхмалла уçса-тасатса хунă. Кăткăс участоксене ятарлă техника кирек хăш вăхăтра тухса кайма хатĕр.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре республика тата район пĕлтерĕшлĕ çулсемпе йывăр тиевлĕ автомашинăсене çÿреме чарнă, çавна май çул-йĕр ĕçченĕсем ятарлă паллăсем вырнаçтарассипе те, шăтăк-путăксене юсассипе те тимлеççĕ. Çавăн пекех çул-йĕр паллисене çĕнетессипе е улăштарассипе те ĕçлемелĕх пур.

«Каялла…»

шухăш пырса кĕчĕ пуçа райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина отчетне итленĕ хыççăн. Кăçалхи 1-мĕш кварталта районта 21 ача çуралнă /пĕлтĕр пĕр ача ытларах/. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пĕр пепке те килмен çут тĕнчене, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Тăрăм ял тăрăхĕсенче те пĕрер ача çеç çуралнă.

Палăртнă тапхăрта 103 /70/ çын вилнине регистрациленĕ. Лару-тăру уйрăмах виçĕ ял тăрăхĕнче кăткăс: Аслă Пăла Тимеш – 21 /5/, Лаш Таяпа – 15 /7/, Курнавăш – 14 /7/. Çынсем ытларах энцефалопатие /20/, чĕре чирĕсене /12/, пневмоние /11/ пула çĕре кĕнĕ. 12 çынна малтанласа мĕнле вилнине палăртайман.

Виçĕ уйăхра 3 çемье çеç чăмăртаннă, пĕлтĕрхи пекех. Уйрăлнисем вара – 7 /5/.

Демографи политики чăннипех каялла туртать района. Çÿлерех асăннă кăтартусемпе эпир Патăрьелсемпе Комсомольскисенчен çеç мар, çын шучĕпе пĕчĕкрех Шăмăршăсенчен те юлса пыратпăр.

Сахал тупăшлисене пулăшма

Сăмах кунта социаллă контракт пирки пырать. Вăл кăçал та вăйра. Унăн тĕп тĕллевĕ – пурнăçри йывăр лару-тăрури çынсене пулăшасси. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Николаева пĕлтернĕ тăрăх, патшалăхăн социаллă çак пулăшăвне тăватă енлĕ тивĕçтереççĕ: граждансене ĕç шыранă тапхăрта, предприниматель ĕçне пуçарма, хушма хуçалăх йĕркелеме, çемьесене йывăр лару-тăруран тухма куллен кирлĕ таварсем туянма укçа-тенкĕ уйăрса парасси.

Социаллă контракт мелĕпе ĕçе вырнаçиччен малтан пĕр хутчен 10361 тенкĕ тÿлеççĕ, ĕçе вырнаçнă хыççăн вара тата 3 уйăх хушши çав суммăнах илсе тăма май пур. Çавăн пекех ĕçе вырнаçиччен вĕренсе професси е хушма професси илессине 30 пин тенкĕ таран тÿлесе татаççĕ. Виçĕ уйăх хушши 5180 тенкĕ те 50 пус стипенди тÿлеççĕ.

Социаллă контрактпа усă курса предпринимательство ĕçĕ валли 250 пин тенкĕ таран укçан парса пулăшаççĕ. Хушма хуçалăх йĕркелеме – 100 пин тенкĕ. Икĕ пайĕнче те направленипе вĕреннине 30 пин тенкĕ таран тÿлесе саплаштараççĕ, анчах стипенди пулмĕ.

Тупăш тĕлĕшĕнчен йывăр çемьесене куллен кирлĕ таварсем туянма 6 уйăх хушши 10361 тенкĕ тÿлесе тăраççĕ.

Контрактри тĕп услови – уйăрнă укçа-тенкĕпе пурнăç условийĕсене лайăхлатма усă курмалла, вак-тĕвекшĕн мар. Пĕтĕм ыйтусене социаллă хÿтлĕх пайĕнче уçăмлатма пулать…

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code