Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енре — 2-мĕш

Чăваш Енре — 2-мĕш

Хĕрлĕ Чутай ялĕнче Раççей футбол союзĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн 2008-2009 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче мини-футбол енĕпе иккĕмĕш тапхăрти вăйăсем иртнĕ.

17 команда тăватă ушкăна пайланса вылянă. Елчĕкри вăтам шкул команди хăйĕн ушкăнĕнче Шупашкарти «Лицей №2» (1:0), «Хĕрлĕ Чутай шкулĕ» (3:0), Сĕнтĕрвăрринчи «Гимназия №1» (3:0) командăсене çĕнтернĕ. Çурма финалта Пăрачкавсен малаллахи çулне пỹлнĕ — 2:0. Финалта Елчĕксене кăшт кăна ăнман: Вăрмар шкулĕнчи тантăшĕсене 1:0 шутпа выляса янă. Пирĕн командăри Роман Фомкин (сăн ỹкерчĕкре) «Чи лайăх вылякан» ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code