Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пултаруллисене — черетлĕ хавхалантару

Пултаруллисене — черетлĕ хавхалантару

Елчĕк тăрăхĕнче пултаруллă та яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем йышлă. Ăс-тăнĕпе, çаврăнăçулăхĕпе савăнтаракан активлă яш-кĕрĕмпе хĕр упраç округ, республика шайĕнчи конкурссене, проектсене хастар хутшăнаççĕ. Çулталăк тăршшĕпе ĕçре мала тухассишĕн, малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ. Тăрăшнин усси пурах.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2023 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе хавхалантарма хушăва алă пуснă. Кăçал ăна курăмлă кăтартусем тунă республикăри 14-35 çулсенчи 1000 яшпа хĕр тивĕçнĕ. 2500 тенкĕпе танлашакан стипендие тĕрлĕ тытăмра палăрнă çамрăксем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен илсе тăрĕç.

Савăнсах хыпарлатăп: Чăваш Енри пултаруллă çамрăксен йышĕнче пирĕн округри харсăр ĕçченсемпе маттур вĕренекенсем те пур. Йышĕ те пĕчĕк мар — 31-ĕн! 22 çул хушшинче пĕр çулта çакăн чухлĕ стипендиат пулман. Республика ертỹлĕхĕ пултаруллисене хавхалантарма пуçланăранпа округра 262 çамрăк çак стипендие тивĕçнĕ.

Чи малтанах округри тĕрлĕ сферăра ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ çамрăксем çинчен пĕлтерес килет. Вĕсем: районти тĕп больницăн медицина сестри Венера Чернова, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Наталья Муллина, «АСК-Яльчики» ООО агрономĕ Дмитрий Трофимов, А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Елена Портнова, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Анна Медведева тата Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Анна Симакова.

Стипендиатсем хушшинче ытларахăшĕ — шкулсенче вĕренекенсем. Вĕсем — 25: Ксения Воробьева, Дарья Долгова, Ульяна Иванова, Алина Ильина, Роман Ильин, Диана Куприянова, Елизавета Молодова, Светлана Окружнова, Карина Хушкина, Дарина Чернова, Павел Чернов (Елчĕк шкулĕ), Татьяна Васильева (Курнавăш), София Воронцова, Антон Кудряшов (Патреккел), Денис Долгов (Аслă Елчĕк), Анастасия Константинова, Дарья Мулгачева (Кушкă), Татьяна Чернова, Софья Ловкина (Çирĕклĕ Шăхаль), Людмила Матвеева, Егор Мустаев, Матвей Мустаев (Лаш Таяпа), Никита Дружинин, Камилла Львова, Елена Плотникова (искусство шкулĕ).

Çавăн пекех пирĕн округри шкулсенчен вĕренсе тухнă хастарсем — Елчĕкри Дарья Спиридонова, Курнавăшри Александр Ефимов, Лаш Таяпари Элла Немцева студентсем аслă шкулсенче палăрнипе çак йыша кĕнĕ.

Малашне те ĕçре, общество пурнăçĕнче, ырă ĕç тунă çĕрте, вĕренỹре, спортра пысăк ỹсĕмсем тума сунатăп талантлă та хастар Елчĕк çамрăкĕсене. Хăвăрăн пултарулăха, ăсталăха, пĕлĕве кăтартас тесен округри çамрăксен пурнăçĕнчен ан пăрăнăр. Пĕрлĕхре — вăй. Умра — çĕнĕ ĕмĕтсем, шухăшсем. Вĕсене вара пурнăçлама пулатех.

Марина ВАСТУЛОВА,
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code