Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеплĕ скульптор

Хисеплĕ скульптор

Пирĕн республикăра пĕтĕм халăх пĕлекен скульпторсем вуннăран ытла мар. 1970 çулсенче хăйĕн сумлă ĕçĕсемпе Мускаври В.Суриков ячĕллĕ çĕршывĕпе паллă ỹнер институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ỹнерпе графика факультетĕнче преподавательте ĕçленĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ксенофонтов уйрăмах палăрнă. Унăн малтанхи ĕçĕсенчен пĕри — пирĕн тĕп хулари Богдан Хмельницкий урамĕнчи масарта çĕкленнĕ Чăваш АССР халăх поэчĕн П.П.Хусанкайăн бронза палăкĕ. Пĕлтĕрхи чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче унта çуммăнах Петр Петровичăн мăшăрĕн, СССР халăх артисткин В.К.Кузьминан чаплă палăкĕ çĕкленчĕ. Унăн авторĕ — Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Юрий Ивановичăн кĕçĕн шăллĕ Олег Ксенофонтов.

Паян эпир хамăрăн тепĕр паллă ентешпе, Турхан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, 1990 çулсенче Чăваш Енри ỹнерçĕсен правленине ертсе пынă Петр Пупинпа мăнаçланма пултаратпăр.

Иртнĕ эрнере «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организаци ертỹлĕхĕ пуçарнипе Кỹкеç поселокĕнчи ỹнер керменĕнче Петр Степановичăн 70 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕç.

П.Пупин биографийĕнчен çакă курăнать:

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтерсен вăл Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăрать. 1981 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ỹнерпе графика факультетне вĕçлет. 1981-1994 çулсенче — РСФСР ỹнер фончĕн чăваш уйрăмĕн скульпторĕ. 1994 çулта ЧР культура министерствин курав керменĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. 1989 çултанпа — СССР Ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ.

— Пирĕн саманара Петр Пупин республикăри чи мухтавлă скульпторсенчен пĕри, — унăн пултарулăхĕпе паллаштарнă май палăртрĕ ентешлĕх ертỹçи Юрий Карпов. — Чĕрĕк ĕмĕр ытларах каяллах вăл тăрăшса ăсталанă «Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ Ардалион Игнатьев», «Вилĕмсĕр Иакинф Бичурин тĕпчевçĕ», «Самана», «Чăваш пикисем» тата унăн историллĕ ĕçĕсене пĕтĕм çĕршыври выставкăсемпе ярмăрккăсенче кăтартнă. Елчĕк ялĕнчи тĕп лапама пирĕн тăрăхра çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕсен — Семен Андреевăн, Александр Беляевăн, Николай Ивановăн çутă палăкĕсем илемлетеççĕ.

Калас пулать, Петр Степановичăн пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем тĕп хуламăрта та сахал мар: чăвашсен пĕрремĕш кинорежиссерĕн И.С.Максимов-Кошкинский палăкĕ, Г.С.Лебедев композитор портречĕ…

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн юбилейне халалланă уявра ỹнер ăстисем, ЧППУ доценчĕ, республикăри чăваш художникĕсен правленийĕн председателĕ Наталья Соловьева сăмах каларĕç.

Петр СИДОРОВ. Шупашкар хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code