Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округ пурнăçĕ

Округ пурнăçĕ

«Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ

«Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен» калакан саккунпа килĕшỹллĕн округра пурăнакансен пĕр йышне удостоверенисем панă.

Çĕнĕ çул умĕнхи «парнене» «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ Венямин Иванов, Елчĕкри тĕп больницăри Раиса Патшина санитарка, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ Светлана Понкратьева тивĕçнĕ.

«2024 çулхи пĕрремĕш вулакан»

акци ирттернĕ Çĕнĕ Пăвари библиотекăра.

Вăл ята вара çак ялта пурăнакан Надежда Титова пенсионерка тивĕçнĕ. Вулавăш ĕçченĕ пĕрремĕш вулакан валли парне те хатĕрленĕ.

Надежда Зиноновна — нумай пĕлекен, ăста калаçуçă. Ытларах хальхи литературăна кăмăллать. Библиотекăра ирттерекен мероприятисене те активлă хутшăнать вăл.

Лидюк аппа 95 çулта

Елчĕкри Титов урамĕнче пурăнакан Лидия Агеева çак кунсенче 95 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илнĕ.

Паллă кунпа ăш пиллĕ кинемее территори пайĕн начальникĕ Юрий Блинов саламланă, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн открыткине вуласа панă, парнепе чысланă.

Лидия Николаевна Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă, 7 класс пĕтернĕ. 1943-1966 çулсенче «Прогресс» колхозра, 1967 çултан вара тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче санитаркăра тăрăшнă.

Ĕçпе тыл ветеранĕ юбилей медалĕсене, «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăна тивĕçнĕ.

Сумлă ватлăх тапхăрĕнче Лидюк аппа хăйне лайăх туять. Зинаида хĕрĕпе Сергей мăнукĕн çемйинче канăçлă та лăпкă ăна. Çумрах виçĕ кĕçĕн мăнук та, пурĕ вара пиллĕк, мĕнле тунсăхлăн.

Конкурс çĕнтерỹçи

Пултаруллă вĕрентекенсене тупса палăртас, вĕсен пуян ĕç опытне тата инноваци çĕнĕлĕхĕсене сарас тĕллевпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри IV педагогика конкурсĕ вĕçленнĕ.

Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекенсем ăслăлăх тупăшăвĕсенчен пăрăнса юлмаççĕ те, хальхинче те ячĕшĕн çеç хутшăнман. Пуçламăш классен учительне Феонила Порфирьевăна, «Манăн чи лайăх меслетлĕх хатĕрлевĕ» номинацире çĕнтернĕ май, I степень Дипломпа чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code