Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Микроçырава вĕçленĕ

Микроçырава вĕçленĕ

2021 çулхи августăн 1-30-мĕшĕсенче Раççейре ял хуçалăх микроçыравĕ иртесси пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ăна ял хуçалăх организацийĕсене тата уйрăм хуçалăхсене малашне пулăшу парас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Çырава пурĕ 19 çыравçăпа 5 инструктор, 1 уполномоченнăйпа унăн çумĕ хутшăнчĕç. Çыравçăсен пурĕ 9146 хуçалăха çитсе хуçисемпе тĕл пулмалла пулнă пулсан, паянхи кун тĕлне пĕтĕм çĕре çитсе тивĕçлĕ хуравсем илнĕ. Çырав çĕр ресурсĕсене, ял хуçалăхĕн тата нумай çул ÿсекен культурăсене, выльăх-чĕрлĕх йышне район, республика, çĕршыв шайĕнче тĕплĕнрех палăртма пулăшĕ.

А.ПРОХОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code