Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерỹçĕсене палăртнă

Çĕнтерỹçĕсене палăртнă

Çак кунсенче сумлă жюри райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ тата «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» общество организацийĕ Паллă ентешсен çулталăкне тата Елчĕк районĕн 95 çулхи юбилейне халалланă «Елчĕк çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» («Талантами полна Яльчикская земля») сочиненисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Чăвашла çырнă сочиненисен конкурсĕнче 11 классенчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Игорь Дмитриев «Пурнăçĕ — çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх», Елчĕкри Виталий Кузьмин «Çитĕнỹсем хавхалантараççĕ», Курнавăшри Кирилл Корнилов «Елчĕк енĕн мухтавлă ывăлĕ» очерксемпе 1-3-мĕш вырăнсене йышăннă. 9-мĕш классенчен Аслă Таяпари Мария Малован «Артист çăкăрĕ тăварлă» очеркĕ пĕрремĕш, Курнавăшри Надежда Микихинан «Елчĕк енĕн паллă çыннисем» тĕрленчĕкĕ виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Вырăсла çырнă сочиненисенчен 9-мĕшсенчен Патреккелĕнчи Камилла Скворцова (Патреккел хорĕ çинчен), Елчĕкри Алексей Яковлев (Кивĕ Эйпеçри Социализмла Ĕç Геройĕнчен Н.Панкратовран илнĕ интервью), Аслă Таяпари Александра Паулина (ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Н.Львов çинчен çырнă статья), Лаш Таяпари Виктория Романова (Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ О.Мустаев çинчен çырнă статья) 1-3-мĕш вырăнсене пайланă.

10-11 классенче вĕренекенсенчен Кушкăри Николай Арефьев (ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Лукина пирки), Лаш Таяпари Людмила Матвеева (В.Эктел писатель çинчен), Елчĕкри Анастасия Осипова (СССР халăх учителĕ П.Чернов пирки) призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе хаклă парнесем кĕтеççĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code