Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Курнавăшсем каллех финалта

«Россия — страна возможностей» Президент платформине кĕрекен вĕренỹ флагманĕсен конкурсĕ Елчĕксемшĕн çĕнĕлĕх мар.

Хальхинче Курнавăш шкулĕн команди (А.Ефимова директор, унăн çумĕ Е.Корнилова, Г.Дмитриевпа В.Курчин педагогсем)»Хушма пĕлỹ флагманĕсем» конкурсра тупăшса финала тухнă. Вăл Санкт-Петербургри А.И.Герцен ячĕллĕ Раççей патшалăх педагогика университечĕн площадкинче иртнĕ.

Пĕтĕм Раççейри професси конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ онлайн тест урлă иртнĕ. Унта 16 пин педагог хутшăннă. Вĕсенчен 200-шĕ финала тухнă. Курнавăшсем виçĕ кун хушшинче тĕрлĕ площадкăсенчи вĕренỹ конкурсĕсенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Тĕрлĕ енлĕ программăпа вĕреннĕ хыççăн финалистсене Санкт-Петербургри паллă вĕренỹ учрежденийĕсемпе паллаштарнă.

Стенд — паллă çынсен ячĕпе

Çĕнĕ çул умĕн Тăрăмри культура çурчĕ умĕнче ял тăрăхĕнчи чи паллă çынсен ячĕпе стенд уçнă.

Унта ял тăрăхĕнче тăрăшакансем, стенд çине кĕнĕ мухтавлă ентешсем пухăннă. Ĕç ветеранĕсем çак пархатарлă пулăмшăн ял тăрăхĕн администрацине тав тунă. Калас пулать, çак ырă ĕçе ял тăрăхĕ «Пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшỹллĕн туса лартнă.

Çамрăк юнкорсем министрпа тĕл пулнă

«Хыпар» хаçатăн «Юнкорăн ыйту пур» проекчĕ анлă сарăлса пырать.

Нумаях пулмасть «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем ЧР вице-премьерĕпе — ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тĕл пулса интервью илнĕ. Çамрăк юнкорсем хушшинче Елчĕк шкулĕнчи 5 «к» класра вĕренекен Даша Воробьевăпа Савелий Сайкин та пулнă. Вĕсем министрпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçнине асран ямаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code