Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кая юлсан…

Кая юлсан…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлу ытларах пĕтĕмлетỹсем тавра пычĕ.

Райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова, акă, районăн кăçалхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн январь-ноябрь уйăхĕсенчи лару-тăрăвне тишкерчĕ. Çак тапхăрта районти пĕтĕм категориллĕ хуçалăхсенче 2479,2 тонна (иртнĕ çул çак хушăра — 2849,65) аш-какай, 32582,1 тонна (30737,83) сĕт туса илнĕ.

Промышленность предприятийĕсен тавар туса илнин тупăшлăхĕ 118,5 процентпа танлашнă. Суту-илỹри тавар çаврăнăшĕ — 104 процент. Ĕç укçи шайĕ пĕтĕмĕшле 29374,1 тенке çитнĕ, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 113,1 процент. Шалу тỹлессинче парăмсем çук.

73 пĕчĕк тата вăтам предприяти, 401 уйрăм предприниматель, 685 хăй тĕллĕн вăй хуракан шутланать районта. Услам ĕçĕнче тупăш илесси тăхăр уйăхра 139,1 процент е 3818,4 млн тенкĕ пулнă. Предпринимательлĕхре пĕтĕмпе 2370 çын тăрăшать, вĕсен вăтам ĕç укçи — 27462 тенкĕ. Ỹсĕм — 15,5 процент.

Ку çул 81,79 млн тенкĕлĕх 14 инвестици проектне ĕçе кĕртмелле. Çав шутра тырă, пахча çимĕç управĕсем, ĕне вити тăвасси е реконструкцилесси çеç мар, лавккасем уçасси те. Вĕсенче тата хута каймалли ытти объектра пĕтĕмпе 12 çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулмалла.

Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина январь-ноябрь уйăхĕсенче Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, асăннă тапхăрта тупăшсен пайĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 109,4 процента, расхутсен пайĕ 98,4 процента çитнĕ. Ял тăрăхĕсемпе илсен, налук тупăшĕ 100,3 процент, çĕр налукĕ 92,4 процент, пурлăх налукĕ 106 процент пурнăçланнă. Налук пуçтарассипе Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Елчĕк ял тăрăхĕсем ăнăçлăрах ĕçленĕ.

Канашлура ЧР налук управленийĕн представителĕ Геннадий Филиппов та тухса калаçрĕ те, районта пĕтĕм парăмсен сумми 6 миллион та 300 пин ытла тенкĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Кăçал «тупăннă» цифра мар ку. Хăйсен кĕсйине çỹхетес марлă усламçăсем пирки пĕрремĕш çул калаçу пымасть. Кая юлнипе, вăт, каю та шăтнă. Саккунпа килĕшỹллĕн парăмçăсем тĕлĕшпе нимĕнле мера та йышăнма çук-шим? Пĕр уйрăм пайтаçăн кăна патшалăх умĕнчи парăмĕ 373 пин те 177 тенке кармашнă…

Хĕле кĕнĕ май грипп хăйĕн çинчен систере пуçларĕ. Коронавирус та «тĕлĕрмест». Çакă Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Петрянкина пĕлтернинчен курăнчĕ. Районта декабрь уйăхĕнче ОРВИпе чирленисен 56 тĕслĕхне тупса палăртнă пулсан, çав шутра иртнĕ эрнере кăна — 26! Ковид «çаклатнисем» — 28-ăн. Грипп уйрăмах ватăсемпе ачасене тата вăраха кайнă чир-чĕрпе нушаланакансене хăвăрт парăнтарать. Паянхи кун тĕлне 8700 çын грипа хирĕçле прививка тутарнă, ку вăл планпа пăхнин 93,87 проценчĕ.

Часах массăллă мероприятисен тапхăрĕ килсе капланать. Çавна май сыхлăх мелĕсене шута илни пушшех вырăнлă. Чирлесен харпăр хăй тĕллĕн сипленме юрамасть — васкавлă пулăшу чĕнмелле. Кирек камăн та уçă сывлăшра ытларах çỹремелле, сывă пурнăç йĕркипе туслă пулмалла. «Улăп» ФОК инструктор-методисчĕ Петр Смирнов ял тăрăхĕсем хушшинче çулсерен ирттерекен спартакиада пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ те, спорт мероприятийĕсене камсем мĕнле хутшăнни те паллă пулчĕ. Малти вырăнсене тухса кăçал кубоксене Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çĕнсе илчĕç. Шăхальсем иртнĕ икĕ çулĕнче те пĕрремĕш пулнă пулсан, Кĕçĕн Таяпасем 5-мĕшĕнчен 2-мĕш вырăна хăпарнă. Аслă Пăла Тимешсем пилĕк позицие «çухатнă» — чи кайрисем. Хоккей кашниех выляймасть тейĕпĕр, çуран чупма, шашкăлла е шахматла, футболла выляма мĕн чăрмантарать? Спартакиада программинчи 13 спорт ăмăртăвне Алина Смирнова ертсе пыракан Елчĕк ял тăрăхĕн команди çеç пĕтĕмпех хутшăннă, вăл шутран икĕ дисциплинăра çеç призерсен йышне кĕреймен. Ырă тĕслĕх юнашарах.

Республика шайĕнче те патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче те чылай çул Спартакиада йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть Йĕпреçре иртнĕ ăмăртусенче район администрацийĕн командине (Юрий Алексеев, Алексей Трофимов, Петр Смирнов) дартс вăййинче 2-мĕш вырăн йышăннă май кубок пачĕç.

Канашлура ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code