Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç шăпи

Пурнăç шăпи

Кашни пулăмăн хăйĕн вырăнĕ тата вăхăчĕ. Истори пĕр вырăнта тăмасть, ялан малтан малалла улшăнса, çĕнелсе пырать. Пĕр вăхăтри пулăмсем пирвай лайăх енĕпе палăрса тăнă пулсан, çулсем иртнĕ май вĕсене урăхла хак пама та пулать. Иртнĕ никĕс çинче çĕкленнĕ çитĕнÿсем паян тивĕçтерме пултарайманнишĕн те нимĕн тĕлĕнмелли çук. Этем пурнăçĕ те çавăн пек майлашăнса пырать. Пурнăçра çĕнĕлĕхе шыраса малалла талпăнакан чăваш çамрăкĕсен те тĕрлĕ ăраскал пулнă. Çемьери пĕртăвансемех тĕрлĕ çулпа кайнинче те вăрттăнлăх çук.

Ку статьяра эпĕ аннен шăллĕ – Петр Федорович Медведев шăпи çинчен пĕлтерес шухăш тытрăм…

П.Медведев Вырăскасси ялĕнче тĕреклĕ хресчен çемйинче 1890 çулта çуралнă. 3 çул тултарсанах вăл тата тетĕшĕпе аппăшĕ амăшĕсĕр тăрса юлнă: Федор /вăл революцичченех художника вĕреннĕ, тĕн семинарине пĕтернĕ/, Ирина /манăн анне, ăна амаçури амăшĕ килте ĕçлемелле тесе шкула вĕренме яман/.

Петр – кĕçĕнни. Вăл шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Ялти вырăс ачисемпе питĕ туслă пулнă, çамрăклах вырăс чĕлхине аван пĕлнĕ. Хăюллă, вăйлă, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, юрлама-ташлама юратакан çамрăк. Кĕске вăхăт хушшинчех кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. 17 çулта Чĕмпĕрте мастера вĕренсе тухсан унти крахмал заводне ĕçе вырнаçать. Кунта вăл социал-революционерсемпе те çывăхланать, рабочисен ушкăнĕнче авторитет çĕнсе илет. Хăй тавра юрă-ташăпа пĕтĕçтернĕ каччăн 1911 çулта çара кайма ят тухсан тантăшĕсем уйрăлу каçĕ йĕркеленĕ. Унта ашшĕ – Федор Калистратович та хутшăнать. Петр сăра тултарнă стакана пуçĕ çине лартса пĕр тумлам тăкмасăр ура хуçса ташланине пуçтарăннă халăх тĕлĕнсе пăхса тăнă, тăвăллăн алă çупнă.

П.Медведев патша çарĕнче кĕçĕн командира вĕренсе аслă унтер-офицер звани илет. Служба çулĕсенче те вăл революци юхăмне малалла аталантарассинче вăрттăн ĕçлеме пуçлать. Çавăншăн ăна арестлеме палăртни пирки штаб çыруçи систерет. Ун чухне вĕсен чаçĕ Польша чиккин çывăхĕнче вырнаçнă пулнă. Петр çĕр варринче Германине каçать, пĕр судоверфинче тăлмачă пулса ĕçлеме тытăнать. Нимĕç, франци, польша, итали, тутар чĕлхисене лайăх пĕлнĕ çав. Çĕнĕ вырăнти тупăшлă ĕç те тытса тăрайман ăна: чунĕ каяллах туртнăран 1914 çулта, империализм вăрçи пуçланас умĕн, чаçе таврăнать. Хăрамасăрах. Чиперех йышăнаççĕ-ха, анчах çар званине туртса илеççĕ.

Вăрçăн пирвайхи кунĕсенчех вĕсен чаçĕ нимĕçсемпе çапăçăва кĕрет. Пĕррехинче хупăрласа илеççĕ те Германие ăсатаççĕ. Çар çыннисен лагерĕнче чăтма çук йывăр условисенче тытнă вĕсене. Тарас шухăшĕ вара унăн пуçран кайман. Лагерьти столовăйран пĕр француз апат юлашкисене турттарса тăнă. Чăваш ачи ăна заводри тăрăшулăхшăн тивĕçнĕ ылтăнланă алă сехетне пама пулать, ахаль тум тупма ыйтать. Ÿкĕтленĕ хыççăн килĕшет лешĕ.

Çапла майпа лавçă Петĕре каяш пичкинче лагерьтен илсе тухать. Вăл документсăрах тарса Раççее таврăнма шутлать. Шел, Германипе Польша чиккинче унăн çулĕ каллех хупăнать: тыткăнри салтак иккенне пĕлеççĕ те каялла ăсатаççĕ. Питĕ хытă асаплантараççĕ.

– Эпĕ поляк, Петр Млехов, ĕç шыратăп, – тет вăл надзирательсене.

Халсăрланнă таркăна граждансен лагерьне яраççĕ çакăн хыççăн. Унта, кăштахран, тĕрлĕ хуçа патне ĕçлеме явăçтараççĕ.

Вăхăт иртнĕ май вăрçа чарасси пирки килĕшÿ тăваççĕ, тыткăнри салтаксене Тăван çĕршыва яма пуçлаççĕ. Анчах П.Федоровăн /икĕ хушаматпа çÿренĕ/ каллех çав чăрмав: Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен документ çук. Курнавăш вулăсне те çырать вăл – хурав кĕтсе илеймест. Вырăс патшалăхĕн Германири консульстви тем вăхăтран алла тивĕçлĕ хут парать.

1920-1921 çулсенче Вырăскасси ачи хаçат-журнал тăрăх Атăл çи тăрăхĕнче выçлăх пулнăран нумай çын вилни çинчен вуласа пĕлет. Яла янă çырусем çине хурав килменрен, пĕртăвансем выçлăха пула вилсе пĕтнĕ пулĕ тесе таврăнма шутламасть. 1922 çулта вăл нимĕç хĕрĕпе пĕрлешсе çемье çавăрать. Çулталăкран ывăл çуралать, ăна Ганс ят параççĕ. Çемье Лейпцигран инçех мар Альтенбург хулинче тĕпленнĕ. Унта лавкка уçса суту-илÿ ĕçне йĕркелесе ярать. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе – Александр Константинович Медведевпа /вăл Чăваш пединститутĕнче физика преподавателĕнче ĕçлетчĕ/ çыру çÿретме пуçлать, тăван тăрăхри хыпарсемпе тĕплĕнрех паллашать. Çапах та Аслă Аттелĕх вăрçи тапрансан çыхăну çухалать.

П.Федорова «политика тĕлĕшĕнчен шанчăклă мар» тесе фронта ямаççĕ, çĕр айĕнчи çар заводĕнче ĕçлеме хăвараççĕ.

Вăрçă хыççăн Германи икĕ пая пайланать. Федоровсем ГДР енче. Унта СССР çарĕсен ушкăнĕ вырнаçнă. 1960 çулсенче совет çарĕсен кунне паллă тума Петр Федорович та йыхрав илет. Вăл ун чухне ГДРăн персональнăй пенсионерĕ шутланнă. Залта, акă, оркестр «На сопках Маньчжурии» вальс выляса ярать. Епле чăтса тăтăр ĕнтĕ вырăс юрри-кĕввисĕр тунсăхланă чăваш! Кĕлеткене яш! кăна тÿрлетсе вырăс хĕрарăмне пĕрле ташлама кăларать. «Нимĕç çынни» вальса пит шеп çавăрттарнăран пуçтарăннисем тÿрех хупăрласа илеççĕ ăна. Атăл тăрăхĕнчен пулнине пĕлтерсен вĕсем ăна чаçри чăваш салтакĕпе паллаштараççĕ. Вăл хальхи Етĕрне районĕнчи Сĕнтĕртен иккен. Çак тĕл пулу Петĕрĕн тăван çĕршыв туртăмне татах та вăйлатса ярать, амаçури амăшĕ – Агреппина Медведева ячĕпе çыру çырать. Вăл вара ватлăха пула унччентерех çĕре кĕнĕ. Ялти ватăсем П.Медведев нимĕçре пурăннине пĕлсен çырăвне анне /вăл пирĕнпе Елчĕкре пурăнатчĕ/ патне ярса параççĕ. Çакăнпа усă курса эпĕ куккапа çыру çÿретме тытăнтăм, çемье сăн ÿкерчĕкĕсене ярса патăм, кунти хыпарсене пĕлтерсех тăтăм. Унран та информаци чылай пулчĕ. Ывăлĕ патшалăх предприятийĕнче тĕп бухгалтерта, кинĕ больницăра медсестрара ĕçленине палăртнăччĕ. 1912 çултанпа чăвашсемпе тĕл пулайманнишĕн питĕ кулянатчĕ, тăван чĕлхерен «атте, анне, çăкăр, шыв» сăмахсем кăна пуçра тăрса юлнă тесе çыратчĕ.

Чылай çула тăсăлчĕ пирĕн çыруллă çыхăну. Унтан пач! татăлчĕ. 1965 çулта вара ывăлĕнчен – Гансран хыпар килчĕ, ашшĕ ÿпке шыççипе чирлесе вилни çинчен хурланса пĕлтерчĕ. Вырăсла пĕлменрен тем вăхăтран куçаруçă тупса çырнă вăл. Çаках çыхăну вĕçĕ пулчĕ – вĕсенчен урăх хыпар-хăнар пулмарĕ.

Петĕр кукка сывă пулнине эпир 50-мĕш çулсенчех пĕлнĕ, анчах хăш «тĕнчере» çÿренине çеç тавçăрман. 1950 çулта манăн тете Михаил Чернов Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕн разведчиксем хатĕрлекен факультетĕнче вĕреннĕ чух автобиографийĕнче куккăшĕ ют çĕршывра пурăнни çинчен палăртнă. Патшалăх хăрушсăрлăх органĕсен ĕçченĕсем вара каярах: «Сирĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Куккăр шанчăклă çын, ГДРта пурăнать», – тесе хыпарланă.

Петр ЧЕРНОВ,
СССР халăх учителĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: П.Медведев /лараканĕ/, 1911 ç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code