Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Штрафпа килĕшмесен…

Штрафпа килĕшмесен…

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тÿлеттерме йышăннă штрафпа килĕшмесен электрон мелпе хирĕçлесе çырма пулать.

Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çĕнĕ электрон сервис ĕçлеме тытăнчĕ. Анчах хальлĕхе унпа электрон майпа алă пусма пултаракансем çеç усă кураяççĕ. Çул-йĕр правилисене пăснине фото тата видеокамера ÿкерет е самантрах штраф тÿлеме çырса параççĕ. Анчах айăпсăртан лекекенсем те пулкалаççĕ. Хăйсен тĕрĕслĕхне ĕнентерме вĕсен штраф çырса панă подразделение çитме е çăхава саккаслă çырупа ăсатма тивнĕ. Çĕнĕлĕх автомобиль хуçин пурнăçне çăмăллатма тивĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code